АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Аркаим» - илемлĕ вырăн

22 августа 2012 г.

«Аркаим». Тĕлĕнмелле илемлĕ те халиччен илтмен асамлă вырăн! Ăçта вырнаçнă-ха вăл? Тата мĕнпе палăрса тăрать?

Çак асамлă вырăна Арапуç ялĕнче пурăнакансем çитсе курчĕç. Кăнтăр Урал патĕнче Челябинск облаçĕнче Чесмен районĕнче вырнаçнă иккен музей комплексĕ «Аркаим». Раççей историйĕн çулĕ пулнă май пире «Аркаим» сăрт-ту мĕнле тата хăçан пуçланса кайни кăсăклантарчĕ.

Аркаим тĕрĕксен топонимĕ, грек чĕлхинчен куçарсан вăл «хребет», «çурăм шăмми» тенине пĕлтерет. XIX -мĕш ĕмĕрти карта çинче çак вырăна «Аркайнская пустошь» тесе паллă тунă. Çак сăрт-тусем вулкан кăларакан лавăран 300 млн çул каяллах пулса кайнă. Кунта тĕрлĕ йăла-йĕрке туса ирттернĕ. Аркаим айлăмĕ йĕри-тавра сăрт-тусем хăпарса тăраççĕ, вĕсене халăх хăй ят парса тухать: «Лысая» (Ÿкĕтленÿ) (ту çÿллĕшĕ юхан шыв çÿллĕшпе танлаштарса шутласан 350 м). «Грачиная» (Юрату) - 367 м, «Вышка» (Ăс-тăнлăх) - 376 м, «Аркаим» (399 м), «Чека» (Влаç) - 558 м.

Çак асамлă вырăна 1987-1990 çулсенче тĕпченĕ. Урал ыйтăвĕ - шыв çитменлĕхĕ. Çавăнпа çак ту каççисене шывпа тултарма Раççей Правительстви постановлени кăларать. Шывпа тултариччен ученăйсене вырăна тĕпчеме хушаççĕ. Çак вырăна космосран ÿкерсе илеççĕ. Унта вара тĕлĕнмелле ÿкерчĕк тухать: икĕ яруслă стена-крепăç, вилнĕ çынсене пытарнă курган тата ытти те. Ÿченăйсем, археологсем çакăн хыççăн вырăна тĕпчеме пуçлаççĕ.

Çак вырăнта IV-мĕш ĕмĕртенпех çынсем пурăннă иккен, вырăнĕ те археологсене тĕпчесе пĕлме аван упранса юлнă. Ученăйсем вара çакăнти халăх бронза ĕмĕрĕнчех пурăнни çинчен пĕлеççĕ, çакăнти халăхран индоиранецсем пуçланса кайнă тесе шутлаççĕ. «Авест» таса çырăвĕ та çакна татса парать.

Упранса юлнă Темир курган ăшĕнче йăх-несĕлсене пытарнă вырăна тупнă. Кунта çак çеçен хирте куçса çÿрекен сармат йăхĕсем пурăннă иккен. Чи паллă йăх çыннисене çак Темир ятлă курганта пытарнă. Унта 5-6 çынран мала пытарман, теççĕ. Тĕлĕнмелле лайăх упранса юлнă çак курган!

Анчах халăх мĕншĕн ку вырăна пăрахса тухса кайни ученăйсене кăсăклантарать, хуравне шыраттарать.

Çак вырăна пирĕн ĕмĕрте Ĕпхÿ университетĕнче ĕçлекенсем тĕпчесе пĕлеççĕ. Ытти ученăйсене те кăсăклантарать, илĕртет хăй илемĕпе «Аркаим».

«Грачиная» (Юрату) сопки тăрне хăпарнă чух мрамортан тунă икĕ скульптурăсем курма тÿр килчĕ: «Возрождение России» тата «Восход солнца над Аркаимом». Вĕсене Пенза университетĕнче ĕçлекен Б.Качаровский скульптор проекчĕпе хăпартнă.

Çакăнти музей комплексĕ хăйĕн вăрттăнлăхĕпе, асамлăхĕпе, илемĕпе халăха илĕртет. Кашни çул кунта паломниксем килсе çÿреççĕ. Чăнах та, тĕлĕнмелле асамлă вырăн: чунра ырă шухăш-кăмăл çеç çуралать, чуна канлĕх парать. Арапуçсем çитес çул та кунта çитме ĕмĕтленчĕç. Çак аякри çула ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ачисем те çитсе килчĕç. Кăнтăр еннелле кайнă майăн Урал тăрăхĕн сăн-сăпачĕ еплерех улшăнса пынине хăйсен куçĕсемпе курса пычĕç, вăрманлăхран çеçен хир мĕнле куçса пынине курчĕç. Çул çÿревçĕсем вĕсемпе пĕрле пулнă вĕрентекен каланипе ачасем хăйсен çул çÿревĕ çинчен презентаци хатĕрлеме кăмăл турĕç. Европăпа Ази уйрăлса тăракан вырăнта асăнмалăх ÿкерĕнчĕç. Урал шывĕ урлă каçнă чух хамăр ентеше В.И.Чапаева аса илчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика