АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коммуналлă пулăшупа усă куракансене чĕнсе калани

22 августа 2012 г.

Вăрмар районĕнчи «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти 2012-2013 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленнĕ май, чылай йывăрлăхсем тÿсет. Вĕсенчен пĕри - хăш-пĕр хваттер хуçисем коммуналлă пулăшушăн укçа-тенкĕ вăхăтра тÿлемен пирки парăм кунран-кун ÿссе пыни. Çак парăм кăçалхи сентябрь уйăхĕ тĕлне 3 миллион та 771 пин тенкĕпе танлашрĕ. Парăмçăсен парăмĕсем пысăккине пула пирĕн предприяти чăннипех те йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕ. Хальхи вăхăтра çут çанталăк газĕшĕн тÿлемелли парăм 6 миллион та 495 пин те 259 тенкĕпе танлашать, электроэнергишĕн вара 1 миллион та 116 пин тенкĕ тÿлес пулать. Предприятин пĕтĕмĕшле парăмĕ 7 миллион та 611 пин тенкĕпе танлашрĕ.

Районти предприятисемпе организацисен руководителĕсем, районта пурăнакансем! Коммуналлă пулăшушăн укçа-тенкĕ вăхăтра тÿлемесен 2012-2013 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезона вăхăтра пуçлама йывăртарах пулĕ. Çавăнпа та парăмçăсене коммуналлă пулăшушăн укçа-тенкĕ вăхăтра тÿлеме чĕнсе калатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика