АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни минут шутра

22 августа 2012 г.

Çу уйăхĕн юлашки тапхăрĕ - август уйăхĕ те иртсе пырать. Çавăнпа та çĕр ĕçченĕсен кашни минучĕ шутра. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем вырмана вăхăтра вĕçлессишĕн çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Райадминистрацин ял хуçалăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи августăн 21-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 6745 гектар çинче вырса çапнă, çакă планпа палăртнинчен 54,9 процентпа танлашать. Пурĕ 11869 тонна тĕш тырă вырса илнĕ, районĕпе вăтам тухăç гектартан 17,5 центнер.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ял хуçалăхĕ тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулса вĕсенчи вырма ĕçĕсем еплерех шайра иртнипе паллашсах тăраççĕ. Иртнĕ кунсенчи ĕçлĕ çул çÿрев чи малтанах «АгроВладино» тулли мар яваплă обществăран пуçланчĕ. «АгроВладино» тулли мар яваплă обществăра хĕрÿ ĕççи пырать. Кунта тăрăшса вăй хуракансем çурхи тулăна пухса кĕртессипе тăрăшаççĕ. Унăн вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 22,5 центнер. Акнă тĕш тырăсен лаптăкĕ 510 гектарпа танлашать. Йĕтемре ĕçе 2 сменăпа йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра кунта вăрлăх хатĕрлессипе тăрăшаççĕ. Общество пуçлăхĕ Н.Мартынов палăртнă тăрăх, кĕрхи культурăсене акма 240 гектар çĕр хатĕрленĕ, кĕрхи ыраша 72 гектар çинче акса хăварнă.

«Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăра та ĕçсем кал-кал пулса пыраççĕ. Акнă тĕш тырăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1290 гектарпа танлашать, 740 гектар çинчен ăна пухса илнĕ. 300 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăç пĕр гектартан вăтамран 20,5 центнер. Кĕрхи культурăсене акса хăварма 300 гектар çĕр хатĕрленĕ. Пăрçа тата кĕрхи культурăсене пухса кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра çурхи культурăсене пухса кĕртессипе уйра 3 комбайн ĕçлет.

«Иванова О.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вара урпана пухса кĕртесси вĕçленсе пырать. Тухăç пĕр гектартан 25 центнерпа танлашать. Тĕш тырă культурисем 338,5 гектар йышăнаççĕ. Çурхи культурăсене 195 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç гектартан 20 центнерпа танлашать. Çĕнĕ йышши «Вектор-410» комбайн ĕç тухăçлăхне ÿстерет. Унпа халĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕн мăшăрĕ И.Иванов тăрăшса вăй хурать, Ю.Расколов водитель вырса илнĕ тĕш тырăна йĕтеме турттарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика