АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сигарета çăвара ан хыпăр!

22 августа 2012 г.

Юлашки вăхăтра «Хĕрлĕ ялав» хаçатра табак туртнин сиенĕ çинчен чылай статья пичетленчĕ. Эпĕ çамрăк-ха, пулас ача амăшĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне çак темăпа районти тĕп больницăри врачсем те, учительсем те тăтăшах калаçусем ирттеретчĕç. Тест ыйтăмĕсем йĕркеленине те астăватăп. «Çăвара пирус хыпса курман», - тесе хуравланăччĕ класри пур хĕр ача та.

Институтра вĕреннĕ чух хула хĕрĕсенчен ытларахăшĕ табак туртнине асăрхарăм. Пÿлĕмри пĕр хĕр кун каçа çур пачка та пĕтеретчĕ пуль. Пирĕн те юлташпа иксĕмĕрĕн тутанманнине тутанса курас килчĕ. Сигарета пуçласа çăвара хыпсанах тĕтĕмпе чыхăнса кайрăм. Пĕрне туртса пĕтернĕ çĕре ахаль те чирлĕ чĕре пушшех аптăратма пуçларĕ, пуç çаврăнать, хăсас килнĕ пек. Аран-аран «тăна» кĕнĕччĕ ун чух. «Паянтан пултăр ку усал япалана çăвара хыпасси», - çапла çирĕппĕн каларăм хама.

Вĕренсе пĕтерсе диплом илнĕ хыççăн хулари пĕр предприятие экономиста вырнаçрăм. Юратнă çынпа çемье çавăртăмăр. Мăшăр туртмасть. «Унсăрăнах пурнăç лайăх», - тет. Çемьешĕн ырă ку.

Туртма пуçличчен малтан унăн сиенлĕ енĕсем пирки шутлама сĕнес килет пулас ача амăшĕсене. Ан пĕтерĕр хăвăр сывлăха.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика