АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пурнăç хумĕсем». Çапла ят панă хăйĕн кĕнекине А.Иванов

22 августа 2012 г.

Çамрăклăха пĕлместпĕр упрама,

Тупасчĕ вăхăт çаврăнса пăхма.

«Пурнăç хумĕсем» ят панă хăйĕн сăввисен пуххине Кĕтеснер ялĕнче пурăнакан, нумай çул хушши шкул директорĕ пулса ĕçленĕ А.Иванов.

Питĕ ăнăçлă ят, мĕншĕн тесен пурнăç пире хушăран пĕр енчен тепĕр енне сахал мар чÿхет. Статья ятне «Тухтамăш» сăвă ярăмĕнчен илнĕ икĕ йĕрке кĕнекен тĕп шухăшĕн пĕрне уçса парать пуль терĕм.

Çамрăк чухне ватăсене хушăран тивĕçлĕ шайра хисеплесшĕн мар эпир, ваттисем вара çамрăксем пирки ÿпкев сăмахĕ калани те пулать. Ку кĕнекери сăвăсем тĕрлĕ ăрусене пĕрлештереççĕ. Кĕнекен пĕрремĕш пайĕ те ахальтен çак тăватă йĕркепе пуçланмасть:

Тăван тавралăх, тăван ялăм,

Тăван кил-çурт, атте-анне!

Эп сирĕнпе пĕрле юратрăм

Çут тĕнчене, Тăван ене!

Вун тăватă пая пайланă кăларăмра 138 сăвă. Тăванлăх туйăмĕсемсĕр пуçне кунта çут çанталăкăн тĕрлĕ вăхăчĕсене сăнлани, юратупа çураçулăх теми.

Кĕнекен ум сăмахĕнче, ăна Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Иванов-Пархатар çырнă, Кĕтеснертен тухнă Григорийпе Василий Алендей çыравçăсем, паллă артистсем - пĕр тăван Ивановсемпе Павловсем тата ытти паллă çынсем, вырăнти çĕр сĕткенĕ пултарулăхра ÿсĕмсем тума хавхалантарни çинчен палăртать. Кĕнекене мĕн сăлтавпа калăпланине Анатолий Иванович çапла ăнлантарать: «Манăн пĕртен пĕр тĕллев - кашни çын ăшĕнче, чĕринче упранакан çут çанталăк, тăван тавралăх илемне сăнласа кăтартасси тата вĕсемпе çыхăннă ăшра çуралакан туйăмсене, чун вылянăвне уçса парасси». Çакă вара, ман шутпа, питĕ ăнăçлă пулса тухнă.

Халĕ кĕнеке ячĕ патне таврăнар-ха. Вăл мĕншĕн çапла янăранине тăватă йĕркерен пĕлме пулать:

Эп хамăн пурнăçăн хумне

Хампа пĕрлех илсе пырасшăн.

Иртнĕ çулсен хумĕсемпе

Пурнăçăма пуянлатасшăн.

Çакна хушас килет - çĕнĕ кĕнекепе Анатолий Иванович хăйĕнне кăна мар, поэзие юратакан пур çын пурнăçне те пуянлатать.

Эппин шав малаллах вăл пурнăç, малаллах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика