22 августа 2012 г.
Хветуç инкесен Вулутти, пире, шăллĕпе, Шурккапа, республикăн тĕп хулине илсе кайнăччĕ. Унтан Атăл урлă Сосновка поселокне каçрăмăр. Кунти шкул - санаторире музыка учителĕччĕ вăл, ачасен юрлас пултарулăхне баянпа выляса аталантаратчĕ, баракра пурăнатчĕ. Унăн хваттерĕнче ларнă май 20-25 çулхи хĕрарăм кĕчĕ.
- Паллашăр, ку кÿршĕ - Мария Волкова, - терĕ Вулатти пичче. - Унăн сăввисемпе юрă çыратăп. Сăвăç пире темиçе сăвă вуласа пачĕ, вĕсем хушшинче «Карăкçырма сачĕсем» сăвă та пурччĕ, вăл уйрăмах чуна тыткăнларĕ. Кайран çак ятлă кĕнеке те пичетленчĕ. Çулсем иртсен, 60-мĕш çулсенче, Мария Волковăпа тепĕр хут тĕп хулара тĕл пулма май килчĕ. Ун чухне Иван Шахтер поэтăн кĕнекине сÿтсе явнăччĕ.
Мария Волкова Шупашкарта пурăннă çурт умĕнчен иртсе пынă чухне паян та çак тĕл пулусене ăшшăн аса илетĕп.