АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача-пăча библиотекине - 60 çул

22 августа 2012 г.

Вăрмар поселокĕнчи ача-пăча библиотеки 60 çул тултарнă ятпа савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова хутшăнчĕç.

Савăнăçлă уява библиотека заведующийĕ Г.Петрушкова тата библиотекăпа тачă çыхăну тытакан И.Галкин уçрĕç, электрон мелĕпе хатĕрленĕ ача-пăча библиотекин историйĕпе паллаштарчĕç. Унтан Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин сăмах илчĕ. Вăл уява пухăннă çамрăк ăрăва мĕн ачаран кĕнекепе туслă пулмаллине, çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте компьютер технологийĕ вăй илсе пынă май кĕнеке пĕлтерĕшĕ çухалмалла маррине, нумай вулаканăн ăсĕ-тăнĕ аталанса пынине палăртрĕ. «Вĕренни мулран хаклă», теççĕ. Эсир те, ачасем, библиотекăпа тачă çыхăну тытса хăвăрăн пĕлĕве ÿстерсех пырăр», - терĕ Константин Владимирович уяв ячĕпе саламланă май. Унтан библиотека ĕçченĕсен коллективне пархатарлă ĕçшĕн райадминистрацин Хисеп грамотипе наградăларĕ. Çавăн пекех Е.Михайлова библиотекарь те район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев ача-пăча библиотекин ĕçченĕсене, кунта кĕнекепе тачă çыхăну тытакан çамрăк ăрăва уяв ячĕпе саламласа творчествăлла ÿсĕмсем сунчĕ, ача-пăча библиотекин заведующине Г.Петрушковăна ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ.

ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова асăннă библиотека ĕçĕ-хĕлĕ ячĕпе чылай ырă сăмахсем каларĕ. Вăл хăйĕн ĕç стажĕ Вăрмарти ача-пăча библиотекинчен пуçланнине те асăнса хăварчĕ. Çав вăхăтра йывăрлăхсене çĕнтерсе пынине, библиотекăн пурлăхпа техника базине çĕнетсе пыма тăрăшнине палăртрĕ. Министр заместителĕ Т.Казакова ача-пăча библиотекине кĕнекесен пуххи парнелерĕ. Библиотека системинче методист пулса тăрăшса вăй хуракан Т.Петровăна ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕ.

Çавăн пекех Т.Сорокина библиотекарь, Н.Васильева тирпей-илем кĕртекен Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

Уява савăнăç кÿрекенсем «Зоренька» ача сачĕн коллективĕ тата ытти пултарулăх ушкăнĕсем пулчĕç. Вĕсем «Эсĕ те, эпĕ те кĕнеке юлташĕсем» театрализациленĕ представлени лартса куракансене пур кăмăлтан савăнтарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика