АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăха пăхакан çĕнĕ техникăпа пуян

22 августа 2012 г.

Хуçалăха йĕркеллĕ хуçа ертсе пырсан унăн ÿсĕмĕ те пысăк. Кивелнĕ техникăна çĕннипе улăштарни вара курăмлă çитĕнÿ парать.

Çакна шута илсе ĕнтĕ «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин директорĕ Н.Петров тăрăшнипе Украина çĕршывĕнче кăларакан «УДА-3,8-20» универсаллă дисклă агрегат илсе килнĕ. Вăл çĕре сухалама, сÿресе пыма пултарать. Киввăрмарсем хăйсен лаптăкĕнчи çĕрĕ çинче кăна мар тĕш-тырăпа ытти культурăсене çитĕнтерсе пухса кĕртеççĕ. Кÿршĕ ял тăрăхĕсенче пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессине ăнăçлăн пурнăçласа пыраççĕ. Çĕнĕ агрегат ума лартнă тĕллевсене тата тухăçлăрах пурнăçлама май парĕ.

Ялти йĕтемре те ĕç шавĕ иртен пуçласа каçчен кĕрлет. Вырма пуçланнăранпа пÿлмене, августăн 20-мĕшĕ тĕлне, 1500 тонна ытла тырă кĕнĕ.

«Казанская-560» кĕрхи тулла вăрлăха 160 тонна, «Фомянская» кĕрхи ыраша (48 тонна) тасатса вăрлăха хывнă», - терĕ Т.Степанова склад заведующийĕ.

Йĕтемре ĕçлекен А.Максимов, А.Кузьмин, А.Эверскова, Е.Григорьева, А.Герасимова, К.Степанова, И.Желтухина çамрăксем пирки чи ăшă сăмахсем каларĕ. А.Войков, М.Алексеев операторсем пирки уйрăм сăмах - вĕсем йĕтемри пурнăç тыткăчисем тесен йăнăш пулмасть пуль. Кĕрет тыр-пул - эппин эс те пуян пул. Çак сăмахсене ăша хывса ĕçлеççĕ предприятире. Кайăк-кĕшĕк тыр-пулсăр çитĕнмест, çавăнпа та ăна ÿстересси çине хуçалăх уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Техникăна çĕнетсе пынă май, механизаторсен пĕлÿ шайне ÿстерсе пырас енĕпе туса ирттерекен ĕçсем курăмлăн палăраççĕ. Тыр-пул пухса кĕртес енĕпе ĕçлекен кашни çын çакна асра тытать - тăрăшса ĕçлесен çеç çитĕнÿ пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика