АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Прокуратура ĕçĕ тата сăмахĕ

18 августа 2012 г.

Çул çинчи хăрушсăрлăхшăн

Район прокуратури «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн шкул автобусĕсемпе ачасене турттарассине мĕнле шайра пурнăçланине тĕрĕслесех тăрать. Шел пулин те, çак енĕпе çитменлĕхсем пур-ха. Мăнçырмари вăтам шкула Кивĕ Шулханпа Эçпепе ялĕсенче пурăнакан шкул ачисене турттаракан çул çинче хăш-пĕр çул-йĕр паллисем çук. Саккунпа килĕшсе тăман тĕслĕхсене ачасене шкула илсе çÿрекен 5 маршрут çинче тупса палăртнă. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх прокуратура ĕçченĕсем район судне 5 тавăç тăратнă. Вĕсене пурне те суд шута илнĕ. Район администрацийĕ çÿлерех асăннă çитменлĕхсене пĕтерессипе ĕçлет.

Саккуна пурин те пăхăнмалла

Район прокуратури районсем хушшинчи 7 номерлĕ Федераллă налук службин ĕçĕпе интересленнĕ, хăш-пĕр налук законодательствине пăхнă, кăсăклă самантсем тупса палăртнă. Акă Г. гражданин ячĕпе РФ налук кодексне пăсса ашшĕ çинче шутланакан çĕр лаптăкĕшĕн тÿлемелли налука унран шыраса илмелле тесе хут тăратнă. Çак çын маларах налук службин органне ИНН номерне пама ыйтса çырнă. Унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне 2001 çултах Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Г. гражданина идентификаци номерне панă. Саккуна пăснă пирки районсем хушшинчи 7 номерлĕ Федераллă налук службин пуçлăхне çак çитменлĕхсемшĕн айăплисене дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарма хушнă.

А.ФИЛИППОВА, район прокурорĕн пулăшуçи.

Чĕлхене чармалла

2011 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексне тата уйрăм саккунсене улшăнусем кĕртесси çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн граждансем саккуна административлă енĕпе пăснăшăн «Кÿрентерÿ» пунктпа явап тыттарассине кĕртнĕ. Уншăн уйрăм çынсене 1000 тенкĕрен пуçласа 3000 тенкĕ таран, должноçри çынсене 10 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ. Юридици сăпачĕпе регистрациленнисен пысăкрах штраф тÿлемелле пулĕ - 50000 - 100000 тенкĕ таран.

2012 çулхи 7 уйăх хушшинче район прокуратури çакăн тĕлĕшпе 10 ĕç пуçланă. Акă пĕр тĕслĕх. Июнĕн 25-мĕшĕнче 18 сехет тĕлĕнче Кĕтеснер ялĕнче пурăнакан В. гражданин хăйĕнпе хут уйăрттармасăр пурăнакан И. гражданкăпа вăрçăнса кайса ăна усал сăмахсем каласа кÿрентернĕ. Çакăн пирки район прокуратури ĕç пуçарнă, миравай судья В. гражданина 1000 тенкĕ штраф тÿлеме йышăну тунă.

Ю.НИКИФОРОВ, район прокурорĕн аслă пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика