АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çветтуй Пантелеймона асăнса

18 августа 2012 г.

Çулсерен августăн 9-мĕшĕнче Çветтуй Пантелеймон çуралнă кун Чулкасри Çветтуй Троица тата Кивĕ Вăрмарти Михаил Арихстратиг чиркĕвĕсен настоятелĕ Владимир атте йĕркеленипе районти ялсенчи Турра ĕненекенсем хĕрес йăтса çула тухаççĕ.

Кăçал та ирхине ирех Чулкасри янравлă чан сасси ял çыннисене чиркÿ патне йыхравларĕ. Владимир атте кĕске кĕлĕ ирттернĕ хыççăн турăшсемпе хĕрессем йăтнă халăх Чулкас ял чиркĕвĕнчен Кивĕ Вăрмара çул тытрĕç. 8 çухрăм хушши Турра ĕненекенсем Çветтуй Пантелеймонран тĕрлĕ çăмăллăхсем ыйтса тĕн юррисене юрласа пычĕç. Хĕрес йăтнă çынсене Вăрмар поселокĕнчи кашни урампа тăкăрлăксенчех халăх йышлăн кĕтсе илчĕ. Кашниех Çветтуй Турăшĕ айĕнчен тухма тăрăшрĕ. Çветтуй Пантелеймон - çар çыннисене хÿтĕлекен тата тĕрлĕ чир-чĕрсенчен сыватакан пулнă. Вăл 305 çулта çуралнă, христиан тĕнне халăх хушшинче сарма тăрăшнă. Пур çынна та Иисус Христос ячĕпе тÿлевсĕр сипленĕ.

Çветтуя халалланă хĕрес çулĕ Кивĕ Вăрмарти Михаил Архистратиг чиркĕвĕнче пысăк кĕлĕпе вĕçленчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика