18 августа 2012 г.
Эпĕ Сĕнтĕртен (халĕ Чулкас) 6 çухрăмри Патти ялне кайрăм. 3-4 çухрăмран ялти çĕнĕ храм çийĕн йăлтăртатакан хĕрес курăнса кайрĕ. Чиркÿре шăмат кунхи кĕлĕ пыратчĕ. Прихутри ялсенчен ушкăнăн-ушкăнăн халăх килет. Чан сасси çур сехете яхăн янăрарĕ.
Паттири кĕлĕ, хор
Священникпа тиек патша алăкĕсене уçнă самантра чиркÿ туп-тулличчĕ ĕнтĕ. Пурте служба пуçланасса кĕтсе тăраççĕ. Акă пачăшкă кĕлĕ пуçларĕ. 600–800 çынран тăракан ушкăн пĕр саслăн кĕлĕ сăмахĕсене юрласа ячĕ. Эпĕ чиркÿре шкул ачисем юрлаççĕ пуль тенĕччĕ. Çук иккен: арçынсемпе хĕрарăмсем юрлаççĕ. Бассемпе дискантсем илтĕнеççĕ. Эпĕ халиччен те чиркÿре пысăк ушкăн юрланине, илтнĕ-ха, анчах кун пеккине, Паттири чиркÿре юрланине, пĕрремĕш хут итлерĕм. Астăватăп-ха: Мускаври духовнăй академири студентсем тĕн вулавĕсенче халăха кĕлĕ юррисене вĕрентетчĕç, вĕсен тăрăшăвĕ усса каймастчĕ: юрлаканĕсем пĕр кĕвве лараймастчĕç, кушаксем макăрнине кăна аса илтеретчĕç. Кунта, чăваш ялĕнче, пысăк ушкăн пĕр кĕвĕллĕн, мăнаçлăн, тĕлĕнмелле çĕкленÿллĕн юрлать! Служба чăвашла иртрĕ, каçхи 10 сехетченех пычĕ. Кăнтăрлахи кĕлĕсенче 1500 çынран тăракан хор юрлани пирки каласа пачĕç. Священник пĕлтернĕ тăрăх пысăк уявсенче кĕлĕ юррисене юрласси ытти чухнехинчен начартарах иртет, мĕншĕн тесен чиркĕве ытти прихутсенчен нумайăн килеççĕ. Вĕсем кунти йĕркесене пĕлсех каймаççĕ.
Кам йĕркеленĕ-ха çак хора?
Мĕн чухлĕ вăй хума тивнĕ-ха ăна йĕркелес тесен?! Хамăн умра тăракан арçынсенчен ыйтрăм та вĕсем çапла хуравларĕç: «Халиччен ку пекки пулман, çĕнĕ пачăшкă кунта килсен халăх хорне йĕркелерĕ». Пĕр пилĕк çул каялла Паттире кун пек марччĕ. Хальхи священник кунта килнĕччĕ кăна-ха. Тĕн çурчĕ питĕ кивелсе çитнĕччĕ, чанне антарса хунăччĕ, мĕншĕн тесен чиркÿ тăрринчен персе анма пултаратчĕ. Паттири пек пысăк прихутшăн ку çурт пĕчĕкчĕ. Эпĕ пĕр службăра пулса çакна асăрхарăм: кĕлле чăвашсем пачах та çÿреместчĕç, вырăссемпе вырăсланнă чăвашсем кăна чан сассине илтсе чиркĕве пухăнатчĕç. Çак лару-тăру Васильев пачăшкăна питĕ кулянтаратчĕ: вăл малтанхи прихутран кайнишĕн ÿкĕнетчĕ пулас, мĕншĕн тесен унта вăл пурне те хута вĕрентнĕ, тĕн йăлисене тытса пыма хăнăхтарнă, халăхĕ те унта лăпкăрах та йăвашрах-мĕн. Кунта ĕçĕ ăнса пырасса шанма та пăрахнăччĕ вăл. Патти вырăсĕсем никама пăхăнмасăр пурăнма вĕреннĕ, вырăсланнă чăвашсем хăйсене мăна хунă, йăхташĕсем çине сăмса каçăртса пăхнă. Прихутри 3-4 пин çын çаплах-ха чĕлхе тĕнĕн йĕркисемпе пурăннă. Чиркÿри служба ытларах славян чĕлхипе пынă, пĕр тиек çеç хăйĕн йăлăхтармăш сассипе кĕлĕсем юрланă, прихожансем те, шкула çÿрекенсем те клиросра юрра хутшăнман. Патти вырăсĕсем ыттисенчен маларах тăнă, хăйсене ял аристокрачĕсем тенĕ, çавна кашни утăмрах тенĕ пек кăтартма тăрăшнă. Чăвашсем вĕсем çине ăмсанса пăхнă тата чиркÿпе тĕн çыннисене тытса тăма пуçтаракан хырçăсенчен хăтарнă. Çакă çырса хуман саккун пулнă, чиркÿре ĕçлекенсем те çак пулăма йĕркеллех тесе йышăннă. Пилĕк çул çапла пулнă, халĕ,ак, йăлтах улшăннă.
Вĕренни çутлăх кÿрет
Халăха ĕмĕрхи ыйхăран вăратнă тейĕн. Васильев атте Патти прихутне киличчен кунта икĕ шкул кăна пулнă: ялти земство шкулĕ тата Энĕшпуçĕнчи чиркÿ прихучĕн шкулĕ. Васильев атте ялсенче шкулсем уçма пуçланă, учительсем шыранă, хăйĕн укçипе кĕнекесем, вĕрентÿ пособийĕсем çырăнса илнĕ, Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарирен лавĕпе кĕнекесем илсе килсе прихожансем хушшинче салатнă. Уявсенче учительсене хăйĕн патне чĕнсе вĕрентĕве еплерех йĕркелемеллине ăнлантарнă, мĕншĕн тесен учителĕсем ялти пĕр е икĕ класлă училищăсенчен вĕренкелесе тухнă хресченсем кăна пулнă. Çапах та çак пĕчĕк ĕçченсем питĕ усăллă ĕç пурнăçланă. Ĕçĕсемшĕн сахал тÿленĕ пулин те, вăйĕсене те, вăхăчĕсене те шеллемесĕр пĕтĕм йывăрлăхпа чăрмавсене харсăр салтаксем пек çĕнтерсе пынă. Çав учительсем тăрăшнипе Патти прихутĕнчи халăх вĕренÿ енне туртăнни палăрать, çынсем кĕнеке вулама юратаççĕ. Çапла вара пĕчĕк ĕçрен тытăнса пысăкки патне çитме пулать, лартнă хунавран пысăк йывăç çитĕнет темелле. Хальхи вăхăтра прихутра 9 шкул. Çичĕ çултан пуçласа çирĕме çитнисем пурте хутла пĕлеççĕ, тăван чĕлхепе вулаççĕ, çыраççĕ. Ялти шкулсенче уроксене учительсем ирттереççĕ, тепĕр чухне священниксем е вĕсем ертсе пынипе хутла лайăх пĕлекен арçынсем (мушиксем). Священник халăхпа вулавсем, калаçусем йĕркелет. Çавăн чухнех юрăсем вĕренеççĕ. Юрлама пысăккисем те, пĕчĕккисем те хутшăнаççĕ. Вăхăт-вăхăтран прихутри хресченсем чиркĕве пуçтарăнаççĕ те священник ертсе пынипе пĕрле юрлаççĕ. Çав вăхăтрах кĕлĕсене еплерех пĕлнине те тĕрĕслеме пулать, калаçăва пуçласа хутшăнакансем валли учительсем çумне çирĕплетме май пур. Васильев атте хутла пĕлекен ачасене, çитĕннисене вĕренменнисем çумне çирĕплетнĕ, çапла майпа хутла пĕлменнисем те «çуталса» пыраççĕ. Вĕренекен хăй вĕрентнĕ çынна священник патне ертсе пырсан ырă ĕçсемшĕн чăвашла кĕнеке, кĕмĕл хĕресе тивĕçет. Çапла вара чăвашсем хушшинче пĕлÿлĕх килтен киле çÿрет.
Турра ĕненекен усал ĕç тумасть
Васильев атте шкул ĕçĕсемсĕр пуçне прихожансем умĕнче тĕн ыйтăвĕсемпе ÿкĕтлев калаçăвĕсем ирттерет. Унăн оратор пултарулăхĕ чиркÿ кафедри умне тăрсанах сисĕнет. Чĕрĕ, çĕкленÿллĕ сăмах калама пултарнишĕн чиркĕве çÿрекенсем ăна «вут чĕлхеллĕ» теççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ Патти чиркĕвне вырсарни кунсемпе уявсенче урăх прихутсенчен Васильев атте сăмахне итлеме килеççĕ. Тепĕр чухне 40-50 çухрăмран, урăх уессенчен те, сăмахран, Шупашкар, Етĕрне тăрăхĕсенчен килнисемпе 600-800 çын пуçтарăнать.
Прихутра пилĕк çул службăра тăнă вăхăтра Васильев атте тăрăшнипе Патти тата Энĕшпуç ялĕсенче храмсен çĕнĕ çурчĕсене хăпартса лартнă.
Маларах каларăм ĕнтĕ: Патти ялĕнчи чиркÿ çурчĕ питĕ кивелсе çитнĕччĕ, унта, тĕрĕссипе служба ирттерме те хăрушăччĕ. Пиртен иртерех уйрăлса кайнă Аслăçутлавçă Владимир Владыка малтанхи священника çĕнĕ храм тăвасси пирки прихожансемпе калаçу ирттерме, вĕсене ÿкĕте кĕртме темиçе хут та ыйтнă-мĕн, анчах укçа-тенкĕ енĕпе йывăрлăхра пулнипе тата хăй çине çавăн пек пысăк çĕклем илес мар тесе вăл килĕшмен. Çавăнпа Владыка тăрлавсăр священника урăх прихута куçарса Патти прихутне Васильев аттене лартнă. Паллах, Васильев аттен чи малтан храм тăвас ĕçе пуçăнмалла пулнă. Вăл хăй çине мĕнле пысăк çĕклем тиенни пирки лайăх ăнланнă, анчах сăваплă тивĕçе Турă пулăшнипе тата Архипастырь тивлечĕпе пурнăçлатăпах тенĕ. Патти прихучĕн çыннисем, çĕнĕ пачăшкăна курмасăрах ăна хирĕç çĕкленнĕ темелле. Çавăнпа Васильев аттене малтанхи вăхăтра питĕ йывăр килнĕ: прихожансем çĕнĕ чиркÿ тăвассине хирĕç тăнă, вĕсене ниепле те ÿкĕте кĕртеймен. Пачăшкă, хăй чи малтан вĕрентÿçĕ пулнине асра тытса, икĕ-виç çул хушшинче халăх хушшинче пĕлÿлĕх кирлине, кăмăл-сипет енĕпе мĕнлерех пулмаллине, усалпа ырă хушшинчи уйрăмлăха ăнланмаллине вĕрентсе калаçусем ирттернĕ. Çапла майĕпенех халăх хушшинче çутлăх сарăлнă, çынсем пĕлÿлĕх енне туртăнма пуçланă. Пĕлÿлĕх тата ырăлăх – халăх ăша хывма, телей патне çул хывма пулăшакан ăнлавсем. Васильев атте кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек çак шухăшпа çеç пурăннă: халăх мана ăнланмасан, йышăнмасан манăн çĕр çинчи тивĕçĕм те пурнăçланмĕччĕ! Çынсем Васильев аттене ăнланнă, ăна пулăшма тытăннă.
Ура хуракансем ун чухне те пулнă
Васильев аттен чи малтанах прихожансем хăйне ăнланманнине курнă пулсан, юлашки 5-6 çул хушшинче вырăнти администраци енчен хĕсĕрленине те тÿсме тивнĕ. Вĕсем, ахăртнех, пачăшкăн халăх хушшинчи ячĕ-сумĕ ÿссех пынине курса ăмсанса та кĕвĕçсе ăна ура хума та именсе тăман. Ара, çыннăн таса та сумлă ятне вараласа хурасси нимех те мар вĕт! Священника прихутран хăваласа кăларас тесе Епархи пуçлăхĕсем патне çăхав хыççăн çăхав çырнă, вĕсене йышăнман пирки прихожансем ячĕпе шалăпсем пама пуçланă. Храмсемне хăпартас ĕçре чăрмав кÿрес тесе мĕн кăна шухăшласа кăларман-ши?! Обществă пуçтарнă укçа-тенкĕне туртса илсе урăх тĕллевпе усă курни те сахал мар пулнă. Чак Обществинчен 400 тенкĕ туртса илсе (çав укçана храм тăвас тесе пуçтарнă-мĕн) кĕпер тăвас ĕçе янă, кайран çав кĕперĕ кирлĕ мар пулса тухнă. Вулăс Правленийĕн чиновникĕсем ялсем тăрăх çÿресе хута пĕлекен арçынсене суя приговор çине алă пустарни те харама кайнă. Прихожансем, хăйсене мĕнле хăратнă пулсан та: пухусенче сасăлав прависĕр хăварассипе, арестлессипе - Васильев аттене хÿтĕлеме пултарнă. Акă, Энĕшпуç чăвашĕ Арсений Аслăçутлавçă патне çапла çырса пĕлтернĕ: «Васильев атте чиновниксем кÿрентернине, мăшкăлланине, хĕсĕрленине тÿсет. Ăна хÿтĕлекенсене е чиновниксене майлă маррисене те çăмăл мар, вĕсене те хĕсĕрлеççĕ. Акă, 65 çулти пĕр ватă чутах пурнăçран уйрăлмарĕ: ăна питех вăйлă хĕнесе пĕтернĕччĕ. Мана та Васильев атте хутне кĕнĕшĕн хĕсĕрлерĕç: кăçал манăн пушар хуралçине тепĕр хут суйланмаллаччĕ, ман вырăна вара черете пăсса тепĕр çынна, хăйсене кирлĕ çынна суйларĕç». Çавнашкал тĕслĕхсем теçеткипе илсе кăтартма пулатчĕ. Васильев атте çакăншăн хăй те питĕ пăшăрханатчĕ: «Малалла мĕнле ĕçлес: алăсем усăнаççĕ вĕт. Санăн кашни утăмна, кашни пуçаруна асăрхаса тăраççĕ, е тиркеççĕ, е ура хураççĕ пулсан».
Энĕшпуç ялĕ Васильев атте Паттие киличчен прихутри ял кăна пулсан храм хăпартнă май хăй прихут ялĕ пулса тăчĕ. Энĕшпуçĕнчи чиркÿ çурчĕ Васильев атте тата темиçе çын тăрăшнипе пулнă. Малтанах вĕсем 8-ăн çеç çак ĕçе пуçарнă. Ăмсанчăксен çăхавĕсене, хирĕç тăнине пăхмасăр ырă ĕç малаллах пынă. Энĕшпуçсем çĕнĕ храм хăпартма пĕр пуссăрах пуçăннă темелле. Укçа пухăнассине шанман та вĕсем. Священникăн ячĕ-сумĕ ÿснĕ май прихожансем те самай пысăк укçа хывма пуçланă: хăш-пĕр пуянрах пурăнакан хресченсем 300, 500,1000 тенкĕшер панă.Çапла майпа ыттисене ырă ĕçшĕн укçа-тенкĕ хывма хавхалантарнă. Священник хресченсен тиевне кăшт çăмăллатас тесе хыснаран тÿлевсĕр вăрман тата ăна чукун çулпа тÿлевсĕр илсе килессине йĕркелеме пултарнă. Тинех храм çуртне хăпартса лартнă ĕнтĕ: ăна тасатса кĕлĕ ирттернĕ. Сăваплă кĕлĕ ирттерме М. протоирейпе ытти прихутсенчи священниксем пуçтарăннă».
П.Мике - Хусан Епархин тиекĕ (çыруçи). 1890 çулта Вăрмар тăрăхĕнче пулса кунти чиркÿсен тата чиркÿ çумĕнчи шкулсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни пирки, вăл çул çÿреме юратаканскер, «Çул çÿрев» дневникĕ çырнă.
Çветтуй Симеон ячĕллĕ Паттири чиркĕве йывăçран тунă. Çĕнĕ чиркĕве маларах пулнă, ишĕлнĕ храм вырăнĕнче 1897 çулта тунă. Чиркĕве Чупай, Аслă Чак, Кивĕ Мăнтăр, Çĕнĕ Мăнтăр, Кĕçĕн Чак ялĕсенчен çÿренĕ.