АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çывăх тус - кĕнеке

18 августа 2012 г.

«Кам нумай вулать, çав нумай пĕлет», - тенĕ ваттисем. Нумайăшĕн килте тĕрлĕ канал тытакан антенна та, компьютер та пур. Çапах та ачасене кĕнекесĕр кичем, вĕсем вулавăш çуртне хаваспах çÿреççĕ.

Ял ачисемпе пĕрле хуларан яла канма килнисем те тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса хăйсен тавра курăмне ÿстереççĕ. Ачасене каникул вăхăтĕнче вулама парса янă кĕнекесемпе тивĕçтерме тăрăшатпăр. Çавна май «Кĕнеке тус пулсан, нумай ăс пухан» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Вĕсем валли Пысăк Енккасси библиотекинче «Кĕнеке вула - аçу -аннÿне тĕлĕнтер» çуллахи акци пырать. Тĕрлĕ курав, конкурс-викторина, вулав сехечĕсем тата ытти тĕрлĕ мероприяти иртет.

Акă иртнĕ кунсенче ачасем «Çарăк» ятлă юмах лартса пачĕç. «Чи ăсли» интеллектуаллă вăйăра Арина Васильевăпа Вадим Никифоров хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. «Классиксемпе çул çÿревре» литература вăййи вăхăтĕнче ачасем паллă классиксен хайлавĕсемпе паллашрĕç.

Лондонри çуллахи Олимп вăййисене халалланă «Олимп горизончĕ» информаци сехечĕ вăхăтĕнче ачасем А.Хованскин «Вăрмарсем - Олимп çулĕпе» тата Ю.Плотниковăн «Вĕлкештĕр Олимп ялавĕ» кĕнекисемпе интересленчĕç. Хамăр ентешĕмĕр Татьяна Петрова-Архипова спортсменка пултаруллăхĕ те ачасене хавхалантарчĕ.

Тĕнчипе чапа кăларнă Андриян Николаева халалланă «Вĕçĕ-хĕррисĕр уçлăхра» викторина-вăййа ачасем хаваспах хутшăнчĕç. «Пĕр шиксĕр хăпарчĕ вĕçсе Андриян» кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Çапла вара, ачасем библиотекăран каникул вăхăтĕнче те татăлмаççĕ. Кĕнеке пĕлÿ панине ăша хывса кунта яланах килсе çÿреççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика