18 августа 2012 г.
«Пирĕншĕн çуллахи уйăхсем хĕллехинчен те канăçсăртăрах», - терĕ «Урмарытеплосеть» МУПăн пуçлăхĕ Ю.Никитин предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансан. Чăнласах çуллахи вăхăтра теплосеть ĕçченĕсен алă усса ларма вăхăчĕ те çук.
Предприяти ĕçченĕсем 31 котельнăя, ăшă паракан 8 пункта, трасса çинчи 64 ăшă тарасасене пăхса тăраççĕ. Унсăр пуçне 12,5 км тăршшĕ ăшă трасси те вĕсен балансĕ çинче. Асăннă объектсенчен ытларахăшĕ ăшăтмалли сезона хатĕр. Н.Петров тĕп инженер ертсе пыракан икĕ бригада юсав ĕçĕсем ирттерет. Çак ĕçре бригадăри ĕçченсем А.Александровпа В.Ксенофонтов оборудование юсас ĕçре тăрăшулăх кăтартаççĕ. Вĕсен ĕçĕпе предприяти пуçлăхĕ Ю.Никитин та кăмăллă.