АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă

18 августа 2012 г.

Районти Пĕрлехи информаци кунĕ Кĕлкеш, Мăнçырма, Кивĕ Вăрмар, Тикаш ял тăрăхĕсенче иртрĕç. Унăн тĕп темисене çапларах палăртрĕç: 2012 çулхи пĕрремĕш çур çулта Чăваш Республикин бюджетне пурнăçлани тата социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен, медицина, социаллă сфера, вĕрентÿ тата культура учрежденийĕсене 2012-2013 çулхи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлес енĕпе ĕç тăвакан власть тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умĕнче тăракан задачăсем çинчен.

Асăннă темăсемсĕр пуçне çавăн пекех вĕрентÿ учрежденийĕсене 2012-2013 вĕренÿ çулне хатĕрлес, урамсемпе картишсене тирпей-илем кĕртес, ял хуçалăх ĕçĕсене туса ирттерес ыйтусене сÿтсе яврĕç. РФ юстици министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ Д.Сержантов, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн çумĕ, хатĕрлев тата суту-илÿ енĕпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Н.Наумова, ЧР Пуçлăхĕн советникĕ, «Чăваш патшалăх гуманитари институчĕ» наука учрежденийĕн пай заведующийĕ М.Кондратьев тата ытти яваплă çынсем асăннă ялсенче пулса вырăнти халăхпа тĕл пулнă.

Чи малтанах райадминистрацин ларусен залĕнче чаплă лару-тăрура çамрăк 9 çемьене çурт-йĕр хăпартма, туянма социаллă пулăшу илмешкĕн свидетельствăсем панă. Çакă «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăн «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» хушма программăпа тата «2006-2015 çулсенче çамрăк çемьесен çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парасси» районти тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пулса пырать.

Ку пулăшăва Вăрмар хула, Аслă Чак, Арапуç, Кивĕ Вăрмар тата Пинер ял тăрăхĕсенче пурăнакан çемьесем илчĕç. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин социаллă пулăшу илнĕ çамрăксене саламланă май вĕсем яллă вырăнта унăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма пулăшнине, демографи лару-тăрăвне лайăхлатса пынине палăртрĕ. Унтан ĕçлĕ ушкăнсем ял тăрăхĕсенче пулса курчĕç. Д.Сержантов ертсе пыракан информаци ушкăнĕ Кĕлкеш ял тăрăхне çитсе унти «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулса курчĕ, унти вырма ĕçĕпе тĕплĕн паллашрĕ. Çавăн пекех вырăнти шкула та çитсе курчĕç, çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнлерех хатĕрленнипе кăсăкланчĕç. Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн çумĕ Н.Наумова ертсе пыракан ушкăн Мăнçырмари ял тăрăхне çитсе курчĕ. Кунти Культура çуртĕнче, ял библиотекинче, райпо лавккинче пулса курчĕ, вĕсенчи ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашрĕ. Вырăнти халăх тĕрлĕ ыйтусем хускатрĕ: вĕсене тырă, çăнăх хакĕсем мĕнлерех шайра пулни, вырăнти халăхран пуçтаракан сĕт хакĕ йÿнĕрех пулни пăшăрхантарчĕ. Ĕçлĕ ушкăн вĕсен ыйтăвĕсем çине туллин хуравсем пачĕ, çавăн пекех республикăн кăçалхи çур çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Асăннă ял тăрăхĕнче инфратытăма аталантарассипе курăмлă ĕçсем пурнăçлаççĕ: Культура çуртне çут çанталăк газĕ кĕртес ĕç пырать, ял урамĕсене вак чул сарнă.

М.Кондратьев ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн Тикаш ял тăрăхĕнче пулчĕ, кунти социаллă объектсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Пĕрлехи информаци кунĕн ĕçне райадминистрацинче пĕтĕмлетрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика