18 августа 2012 г.
Августăн 15-мĕшĕнче Мускав Кремлĕн залĕнче Лондонри XXX-мĕш Олимпиада призерĕсене, вĕсен тренерĕсене чысланă.
Пирĕн ентеш, Татьяна Валерьевна Петрова-Архипова, «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» II-степеньлĕ орденăн медальне тивĕçнĕ.
Çĕнтерÿçĕсене саламланă май Раççей Президенчĕ В.Путин çитĕнÿре тренерсен тÿпи пысăк пулнине палăртнă. Çавăн пекех Çĕршыв ертÿçи Олимпиада çĕнтерÿçисене тăван шкулсенче уçă уроксем, çамрăксем хушшинчи курăмлă калаçусем ирттерме сĕннĕ.
Президент Администрацийĕн пуçлăхĕ С.Иванов пирĕн Татьянăна уйрăмах палăртнă. «Çăмăл атлетсем хушшинче ирттерекен пĕр Олимп вăййинче те эпир халиччен медаль çĕнсе илеймен, халĕ вара вăл пирĕн пур», - тенĕ вăл.
«Российская газета» хаçатран (16.08.2012): «Татьяна Петрова-Архипова вăйран яракан марафон дистанцийĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнни ăнăçупа çыхăннă çитĕнÿ тесе калаймăн, вăл ăна нумай çулсем çĕнтерÿçĕ пулакан Кенипе Эфиопи спортсменкисенчен «туртса» илнĕ».
Патшалăх ертÿçи патĕнче иртнĕ официаллă пай хыççăн Хĕрлĕ площадьре Олимп призерĕсене çăмăл автомашина уççисене панă. Татьяна Валерьевна «Ауди А6» машинăпа тăван тăрăха таврăннă-ши - калама пултараймастпăр, анчах уççи-кĕсьере, эппин машини те пулĕ картишре.