15 августа 2012 г.
Канаш дистанци çулĕ чукун çул урлă каçмалли вырăнсенче (переезд) асăрхануллă пулма ыйтать. Хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр пулин те чукун çул çинче пулса иртекен инкексенчен хăтăлаймастпăр. Вĕсен тĕп сăлтавĕ граждансем, водительсем чукун çул урлă каçнă вырăнта правилăсене пăсни. Çакă вара аварисем патне илсе пырать. Çул-йĕр çинчи пăтăрмахра автотранспорт кăна сиенленмест, чукун çулпа пыракан состав та линирен тухса кайма пултарать.
Çул çине тухас умĕн водителĕн транспорт хатĕрĕ техника тĕлĕшĕнчен юсавлă пулнине тĕрĕслемелле. Çакна ас тăвăр: пуйăс сасартăках чарăнаймасть, унăн чарăну çулĕ 1 километртан та иртет. Хăвăрăн пурнăçа, сывлăха упрама пĕлĕр, кашни пассажир пуйăсĕ çинче 400 яхăн çын. Вĕсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн те хăрушлăх кăларса ан тăратăр.
Пуйăса чарма вăхăт кирлĕ, çын пурнăçне татма вара - пĕр самант кăна!