15 августа 2012 г.
Пĕррехинче каçхине
Уйăх тÿпене хăпарсан çынсем çывăрма выртаççĕ, анчах хăшĕ-пĕрисем çул-çÿреве тухаççĕ. Вăрмар поселокĕнче пурăнакан М. тата К. гражданинсем сахал мар эрех ĕçнĕ хыççăн «банкета» малалла тăсма шутланă. Çак туйăм вĕсене Вăрмар поселокĕнчи Комаров урамне илсе çитернĕ. Çак урамра паллакан хĕр пурăннă иккен. Анчах вăл вĕсене хапăл пулман, кĕтмен хăнасем алăка хытă тапнăран унăн сăлăпĕ чăтайман - çĕмĕрĕлнĕ. Хĕр икĕ ÿсĕр арçынна курсан кÿршĕсем патне полици ĕçченĕсене чĕнме тухса чупнă. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсемпе тĕл пуласси каçхи «хăнасен» планне кĕмен. Пĕри тухса тарнă, тепри вара юр ăшне кĕрсе выртнă. Темле пулсан та иккĕшĕ те полицисен аллине лекнĕ. Айăплă - явап тыт.
Кĕтме чăтăмлăх çитмен
П. гражданин март уйăхĕн ирхи кунĕнче хăйĕн мăшăрне Вăрмар поселокне илсе çитернĕ. Киле çитсен апат пĕçерсе ăна кĕтме тытăннă. Вăхăт шăвать - арăм çук. Вăл вара кăштах эрех ĕçнĕ те таксипе Вăрмар поселокне тухса каять. Мăшăрĕ хăйĕн паллакан хĕр-юлташĕ патĕнче пулма пултарать тесе унта кайнă. Китай çăраççипе çеç тытăнса тăракан алăка çĕмĕрсе кĕнĕ. Кăлăхах - хваттерте никам та çук. Апла-и, капла-и - çапах явап тытма тивет.
Е.ЕМЕЛЬЯНОВ,
РФ следстви комитечĕн Çĕрпÿри следстви уйрăмĕн аслă следователĕ.
«Çутти» пурнăçа çутатмасть
Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан П. гражданин, судпа айăпланнăскер, ирĕке нумай пулмасть кăна тухнă, анчах хăйне мĕншĕн айăпланине ăша хывман пулмалла. Эрех ĕçсе лартнăскер кăçалхи май уйăхĕнче эрех ĕçес тĕллевпе ялти ватă хĕрарăм çурчĕн алăк çăраççине ватса пÿртне кĕнĕ. Тĕллевĕ - эрех вăрласси. Чăн та вăл 0,5 литрлă шурă эрех кĕленчине тупнă. Ун хыççăн ăна тăван килĕнче ĕçнĕ. Следствин малтанхи тапхăрĕнче çак гражданин хăйĕн айăпне пайăррăн çеç йышăнасшăн пулнă. Анчах саккун умĕнче пурте яваплă, суда тăратнă материалсем тăрăх халĕ унăн икĕ çул хушши ирĕклĕ мар пурнăçпа пурăнма тивĕ.
Ю.КУЗНЕЦОВ,
РФ ШĔПĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский»
уйрăмĕн следователĕ.
Сăмах çерçи мар - хатĕрлен явап тытма
Июнĕн 2-мĕшĕнче Чупай ялĕнче пурăнакан эрех ĕçсе лартнă П. гражданин каçхи 10 сехет тĕлĕнче хăйĕн аппăшĕпе вăрçăнса кайнă. Ку çеç-и - алла çĕçĕ тытса ăна вĕлерессипе хăратнă. Вĕлерессипе хăратни пушă сăмах кăна мар, çавăнпа та ăна икĕ çул хушши тĕрме кĕтме пултарать.
Тăванĕсене те хĕрхенмен
Майăн 28-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Ш. гражданин тăван амăшĕпе вăрçса кайнă, ăна вĕлерессипе хăратнă; мăйĕнчен те икĕ алăпа ярса илнĕ. Кăшт каярах вăлах хăйĕн çул çитмен йăмăкĕн аллисене пăра пуçланă. Ш. гражданинăн та саккунпа килĕшÿллĕн тăван ялĕнчен вăхăтлăх уйрăлмалла пулма пултарать.
Хĕрсене мĕн çитмест-ши?
Июнĕн 22-мĕшĕнче Вăрмарти стадионта Т. гражданка çул çитмен хĕрпе хирĕçсе кайса ăна çапса, тапса пĕтернĕ. Çын сывлăхне сиен кÿнĕшĕн явап тытмаллах пулĕ.
А.НИКОЛАЕВ,
ШĔПĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн дознаватель ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ.