15 августа 2012 г.
Иисус Христос Турăна халалланă çуллахи уявсене халăхра Сăпас теççĕ. Вĕсем виççĕ. Пĕрремĕшĕ - пыл Сăпасĕ - типĕ тиркенин малтанхи кунĕнче, августăн 14-мĕшĕнче, паллă тăваççĕ. Уяв кĕллине вуланă хыççăн чиркÿре çĕнĕ пыла çветит тăваççĕ. Иккĕмĕш Сăпас - Преображени. Августăн 19-мĕшĕнче - пурте пĕлекен панулми Сăпасĕ. Çак кун çамрăк çимĕçе (пахча çимĕçпе улма-çырлана) светит тăваççĕ. Унсăр пуçне мăйăр Сăпасĕ те пур. Ăна августăн 29-мĕшĕнче, Успени уявĕ хыççăн, палăртаççĕ. Халăхра ăна пир çинчи Сăпас е Çăкăр Сăпасĕ те теççĕ.
Пĕрремĕш Сăпас – Пыл уявĕ.
Пыл Сăпасĕнче вырăнти пĕвесемпе юхан шывсене те çветит тунă. Çавăнпа çак куна йĕпе Сăпас та тенĕ. Хресчене таса, сиплĕ шывсăр мĕнле-ха? Икĕ эрне Успенин типпинче пылпа вăй-хала çирĕплетнĕ. Преображени уявне кĕтнĕ.
Иккĕмĕш Сăпас – Панулми праçникĕ.
Анчах уявччен пиçсе, сĕткенпе тулса çитнĕ панулмие татса çиме юраман. Кĕтнĕ кун Турă хăйĕн вĕренекенĕсемпе Фавор ту çине хăпарса çĕнелет. Çутă та сăваплă кун чиркÿре пиçсе çитнĕ панулмине çветтуй шывпа пĕрĕхсе çветит тăваççĕ. Чиркÿре пулнă хыççăн уяв кил-йышра тăсăлать. Чи малтан чиркÿре çветит тунă çимĕçе çиеççĕ. Кил хуçи арăмĕсем пан улмирен, тĕрлĕ çырларан кукăль пĕçереççĕ. Иккĕмĕш Сăпас хресчене чунтан савăнтаракан вăхăт: уй-хирте, пахчара пур çимĕç тенĕ пекех пиçсе çитнĕ, вăл ăнса пулнăшăн Турра тав тăваççĕ. «Çак кун хĕл тапхăрĕ мĕнле пулассине палăртать» тесе ĕненнĕ. Хирте кĕрхи тырă акнă. Сăпасра хĕл валли алсыш çыхма, кĕрĕк хатĕрлеме хушнă. Хресчен Турăран тухăçлă пахча çимĕç, улма-çырла пухса кĕртме пулăшу ыйтать. Турă чиркÿ урлă пысăк тухăç илме пиллет.
Виççĕмĕш Сăпас – Çăкăр, е Пир Сăпасĕ.
Ялсенче çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçереççĕ, çанталăк мĕнле тăнине сăнаççĕ. Сăмахран, чĕкеç юлашкинчен виççĕмĕш Сăпасра кăнтăралла вĕçсе каять. Ку вăхăталла вăрманта мăйăр та ĕлкĕрет. Çавна май хăш-пĕр çĕрте ăна Мăйăр Сăпасĕ теççĕ.