15 августа 2012 г.
«Пĕтĕм пурнăç тата 72 сехет» ят панă хăйĕн çĕнĕ кĕнекине районти паллă тавра пĕлÿçĕ Я.Зайцев. Пурнăç пирки никамăн та ыйту çуралмĕ, мĕншĕн 72 сехет? Çак вăхăт хушшинче çын шăпине татса панă та ĕнтĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 30 тата 50-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче. «Тройка» текенни çынсене е персе пăрахнă е нумай вăхăт хушши тĕрмене, лагерьсене янă.
Кĕнеке авторĕ ум сăмахра çакна асăнать: «Эпĕ 15 çулта пулнă чухне çакна куртăм: манăн асанне умĕнче чĕркуççи çинче ватă енне кайнă арçын ларать, унран каçару ыйтать. Агреппина Павловна каланă тăрăх, 1928 çулта çак çын тĕрмене илсе кайнă чухне унăн пиччĕшне персе вĕлернĕ, вăл вара хресчен пăлхавĕ вăхăтĕнче унăн çемйине мунчара пытарса усранă. Ку - кĕнекен ум сăмахĕ кăна». Тĕп ыйтăва та автор тÿррĕн палăртнă: шар курнисен - персе вĕлернĕ, тĕрмесенче кун вĕçленĕ тăхăмĕсем ырă сăмах калани е çак тискерлĕхе пурнăçлакансем ÿкĕннине (пурăнаççĕ пулсан) кăтартасшăн пулнă. Районтан репрессине лекнĕ пур çынна та çак кĕнекене кĕртеймен автор. Чылайăшĕ пуç тавра «хура пĕлĕтсем» пуçтарăнсан ытти тăрăхсене тухса кайнă. Анчах çак кăларăмра репрессие лекнĕ ентешсен списокне вуласан та чунра ырă мар пулса каять.
Мĕншĕн айăпланă-ха чăваш хресченĕсене? Кĕнекере пĕрлештернĕ патшалăх политика управленийĕн (1930 ç, февралĕн 2-мĕшĕ) приказĕ пур. Унта кулаксен класне çапса хуçас енĕпе - вĕсем ял хуçалăх ĕçне çĕнĕлле йĕркелеме чăрмантараççĕ - уйрăмах пĕтĕмĕшле коллективизаци ирттерекен вырăнсенче - чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттермеллине палăртнă.
«Сармантей самани» (чăвашсен паллă поэчĕн Митта Ваçлейĕн сăввинчен) хăйĕн авăрне пиншер-пиншер çынна çавăрса кĕртнĕ. Унăн «авăрне» лекнĕ ентешсем пирки Яков Николаевич Зайцевăн кĕнекинчен пĕлме пулать те.