АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Энĕш тăрăх кайрĕ юрă...

15 августа 2012 г.

Августăн малтанхи кунĕсенче Чĕкетусем ял уявĕнче савăнчĕç. Палăртнă вăхăт тĕлне ял варринчи улăха, илемлĕ çерем çине пуçтарăнчĕç ватти, вĕтти те. Хаваслă юрă-кĕвĕпе, тăван яла халалланă илемлĕ сăвăпа пуçланчĕ уяв.

Чĕкетусене уяв ячĕпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительствăпа обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕ А.Тихонов килнĕ. Александр Иванович пухăннисене ял уявĕпе ăшшăн саламларĕ, сывлăхпа ăнăçу сунчĕ. Кашни çулах ял уявне хатĕрлеме пулăшса тĕрлĕ ĕçе хастар хутшăнакан ялти çамрăка - Ю.Димитриева район администрацийĕн Хисеп грамотине тата ятарлă парне парса хавхалантарчĕ.

Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Борцов уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, çемьере тулăх пурнăç, ял пурнăçĕнче ăнăçу тума сунчĕ. Ĕçре палăрнă ял çыннисене Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Ял пуçлăхĕн аллинчен - Ю.Димитриев, А.Минина, С.Марков, М.Пашнина тата ыттисем те асăннă хутсене тивĕçрĕç.

Ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕ Н.Максимов Чĕкетусем пур ĕçре те пĕрле тăрăшса вăй хунине палăртрĕ, çакăн пек уявсем аякра тĕпленсе пурăнакан ентешсене те пĕрле пуçтарни çинчен каларĕ.

Малалла вара йĕркелÿ комитечĕн членĕсем ырă ĕçсемпе палăрнисене: ялти хисеплĕ вĕрентекенсене З.Алексеевăпа А.Тихоновăна, чи çирĕп çемьене (пĕрлешнĕренпе 48 çул) Антонинăпа Петр Мининсене, килĕшÿллĕ мăшăра Маргаритăпа Иван Федоровсене, сумлă юбиляра - Э.Петровăна асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.

Уява кирлĕ шайра ирттерме «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Г.Ямуков, Вăрмар поселокĕнчи «Радуга» лавкка хуçи В.Павлова, В.Иванов, Г.Сергеева предпринимательсем спонсор пулса тивĕçлĕ пулăшу пачĕç. Çавăн пекех ялта тата ытти вырăнсенче пурăнакансем те укçа пуçтарса уяв туллин те çÿллĕ шайра ирттĕр тесе тăрăшрĕç.

Часах Энĕш çийĕн хаваслă кĕвĕ янăраса каять. Вăрмартан килнĕ «Савăнăç» ушкăн артисчĕсем халăха уявра пур кăмăлтан савăнтарчĕç, ташă-юрă пуçлама хавхалантарчĕç.

Чĕкету хĕрĕсем мĕн ĕлĕкрен юрра-ташша ăста пулнă. Халĕ те вĕсем çавăн пекех маттуррине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Ял уявĕ валли хăйсемех ятарлă тум çĕленĕ хĕрарăмсен ушкăнĕ пуçтарăннă халăха хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕ (ÿкерчĕк çинче). Чăваш, вырăс юррисем умлăн-хыçлăн шăранчĕç, Энĕш шывĕ тăрăх хаваслă кĕвĕ-çемĕ таçта çитиех тăсăлчĕ.

Спорт ăмăртăвĕсемсĕр пĕр уяв та иртмест паллах. Ял çыннисем, хăнасем çăмăл атлетика енĕпе, канат туртассипе, кире пуканĕ йăтассипе, ал вăйне виçессипе ăмăртрĕç, волейболла вылярĕç. Пур вăйăсенче те туслă тупăшу пулчĕ, çĕнтерÿçĕсем пурте тĕрлĕрен парнесене тивĕçрĕç. Ăмăртусенче чи пултаруллисене вара чĕрĕ кролик тата автан парса хавхалантарчĕç.

Çĕрлеччен савăнчĕ ял халăхĕ, уяв апатне çисе киленчĕ. Илемлĕ фейерверк хыççăн пурте кăмăллăн килелле саланчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика