15 августа 2012 г.
Çулсерен, пыл Сăпасĕ умĕн, районти хурт-хăмăр ăстисем пыл хурчĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явас, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашас тĕллевпе пĕрле пуçтарăнса калаçаççĕ. Маларах çулсенче хамăр тăрăхрах вырнаçнă тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсен утарĕсенче тĕл пулнă пулсан, кăçал вара кÿршĕллĕ Тутар Республикин Зеленодольск районне кĕрекен Кÿкел ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă вăрманти утар хăй патне йыхравларĕ. Семинар-канашлу ĕçне Вăрмар, Тăвай, Куславкка тăрăхĕсенчи тата Тутарстанри Зеленодольск районĕнчи утарçăсемпе уйрăм кил хуçалăхра пыл хурчĕ тытакансем хутшăнчĕç.
Хурт-хăмăр ăстисемпе ирттерекен тĕл пулăва Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов йĕркелесе пычĕ. Канашлу Кÿкелти уйрăм пыл хуçалăх ĕçченĕн Адиатуллин утарĕнче иртрĕ. Камиль Абуллович йăхĕн темиçе ăрăвĕ пыл хурчĕсемпе ĕçлет. Унăн ашшĕ те 40 çула яхăн çак ĕçпе тăрăшнă, хăй те 25 çул ашшĕ хывнă çула такăрлатать. Камиль абзы килĕнче те 100 пуç хурт-хăмăр пур, вăрман варринче вырнаçнă утарта - 40 вĕлле. Ватă утарçă хурт пуçне 200 çитерме тĕллев лартнă. Çак пархатарлă ĕçре ăна ывăлĕпе кинĕ тата мăшăрĕ пулăшаççĕ. Каласа хăвармалла, семинара хутшăнакансем Камиль абзын утарĕнчи типтерлĕхне, тасалăхне уйрăммăн палăртса хăварчĕç. Çавăн пекех тупăшсăр çулта кăçалхи утарçă лайăх тупăш илни те хăй чăнласах хурт-хăмăр ăсти пулнине çирĕплетет.
Утарсенче кĕрхи ĕçсене туса ирттересси тата пыл хурчĕсене хĕле еплерех хатĕрлесси пирки «Хурт-хăмăр ĕрчетекенсен агентстви» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ Г.Максимов тухса калаçрĕ. Геннадий Антонович утарçăсене пĕрле чир-чĕрсене хирĕç кĕрешмелли эмелсемпе, çĕнĕ препаратсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех пыл ăстисемпе курнăçса калаçма Тутарстанри Зеленодольск районĕнчи тĕп зоотехник-пчеловод М.Юсупов, Г.Максимовăн Тутарти ĕçтешĕ А.Гамзов, Нурлатри ветстанци ветврачĕ И.Загидуллин хутшăнчĕç. Кÿршĕсем хăйсен республикинче хурт-хăмăр аталанăвĕпе тата опычĕпе паллаштарчĕç.
Хурт-хăмăр ăстисен семинарне Вăрмар район администрацийĕн çумĕ - ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов пĕтĕмлетрĕ. Районта ытти отрасльпе пĕрлех вĕлле хурчĕсемпе ĕçлессипе те пысăк тимлĕх уйăрнине, ытти çĕртипе танлаштарсассăн Вăрмар тăрăхĕнчи ялсенче хурт-хăмăр тытакансем килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредит илесси ÿссе пынипе палăртрĕ. Кÿршĕсем пире тараватлăн кĕтсе илнĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ, çитес семинара Вăрмар районĕнчи Кавал ял тăрăхĕнче ирттерме сĕнчĕ. Хăнасен сĕнĕвне тутар ĕçтешĕсем хавхалансах йышăнчĕç.
Канашлăва пуçтарăннă хурт-хăмăр ăстисем Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне Д.Иванова, «Хурт-хăмăр ĕрчетекенсен агентстви» АУОн Вăрмар районĕнчи тĕп зоотехник-пчеловода Р.Эмирхановăна пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма, опытпа паллашма май тупса панăшăн тав турĕç.