15 августа 2012 г.
Çак тухăçлă ял хуçалăх культурисене çитĕнтерессипе пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кăçал чылай тăрăшрĕç. Хальхи вăхăтра вĕсене пĕр тăкаксăр пухса кĕртес ĕç пырать.
Райадминистрацин ял хуçалăхĕ, экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи августăн 14-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 4919 гектар çинче вырса çапнă, çакă планпа палăртнинчен 40,3 процентпа танлашать. Çав шутран кĕрхи культурăсене - 1551 (83 процент), çурхисене 3368 гектар (31,1 процент) çинчен вырса илнĕ. Пурĕ 9084 тонна тĕш тырă вырса илнĕ, районĕпе вăтам тухăç гектартан 18,5 центнер. Тĕш тырă туса илессипе «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ малтисен ретĕнче. Асăннă хуçалăхăн тухăçĕ пĕр гектартан 27,2 центнерпа танлашать.
Хальхи вăхăтра «Кандаков В.Ф» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ĕççи вĕресе тăрать. Акнă тĕш тырăн лаптăкĕ пĕтĕмĕшле 400 гектар йышăнать, вĕсенчен 200 гектарне вырса илнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 25 центнерпа танлашать. Пурлăхпа техника базине çулсерен вăйлатсах пырать хресчен (фермер) хуçалăх пуçлăхĕ Виктор Федорович Кандаков. Çĕнĕ йышши «Вектор» комбайн та ĕç тухăçлăхне ÿстерсе пырать.
Районти хуçалăхсенче çĕр улми пухса илес ĕç те вĕресе тăрать. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем уяр çанталăкăн кашни минучĕпе тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра ир çитĕнекен çĕр улмине кăларас ĕç пырать. Ăна 35 гектар çинче (806 тонна) пухса илнĕ, вăтам тухăç пĕр гектартан 230,3 центнер. Çĕр улмие чи лайăх çитĕнтерекен хуçалăхсенчен пĕри вăл «Яковлев В.Н» хресчен (фермер) хуçалăхĕ. Кăçалхи августăн 14-мĕшĕ тĕлне 30 гектар çĕр çинче «иккĕмĕш çăкăра» пухса илессипе кунта 30 çын тăрăшрĕç. Çакна палăртмалла: çĕр улмин «Жуковский», «Импала» сортсем кăçал ăнăçлă çитĕннĕ. Асăннă хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вăтам тухăç пĕр гектартан 230 центнерпа танлашрĕ. Тухăçлă çитĕннĕ çĕр улмине уйран тÿрремĕнех туянакансем те пулчĕç. Ăна пуçтарса пынă май, харăсах кунти рабочисем вуншар тонна кĕрекен машинăсемпе ăсатрĕç.
«Ямуков Г.Н» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те çĕр улмине кăларассипе пур хăватпа тăрăшса вăй хураççĕ. Çĕр улмин вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 250,4 центнерпа танлашать. Ĕç тухăçлăхĕ - пултаруллă çынсенче. Вĕсем тăрăшнипе вара ял хуçалăх культурисене пухса илессине çитес вăхăтра вĕçлемелле.
Республикăри 10 районта çĕр улми кăлараççĕ. 152 гектартан 2893 тонна пухса кĕртнĕ. Тухăç кашни гектартан - 190,8 центнер.