15 августа 2012 г.
Строитель кунĕ умĕн ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа Пинер ялĕнче çĕкленекен çĕнĕ шкул объектне çитсе кунта ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă. Хальлĕхе строительсем кунта гаражпа газ котельнăйĕн стенисене çĕкленĕ, путвал çивиттине витнĕ. Пĕтĕмпе 13 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Галина Васильевна Пинерти хальхи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулсене çитсе курнă.
Çавăн пекех августăн 13-мĕшĕнче районта потребительсен прависене хÿтĕлекен Раççей Федерацийĕн республикăри служба надзорĕн управленийĕн руководителĕ Н.Луговская тата Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Н.Дмитриева, федераллă тĕп инспекторăн Чăваш Республикинчи заместителĕ С.Ижеев, пушар надзорĕн патшалăх инспекторĕ Ф.Фомин килсе кайнă. Вĕсем те Пинер, ун хыççăн Арапуç шкулĕсенче пулнă, вĕренÿ учрежденийĕсене вăхăтра хута ярасси пирки ĕçлĕ сĕнÿсем парса хăварнă.