11 августа 2012 г.
Ачасем - пурнăç чечекĕсем. Вĕсем пĕтĕм чунтан тĕлĕнтермĕшсемпе юмахсене ĕненеççĕ, анчах çав вăхăтрах ултава сисĕмлĕ. Аслă çын мĕнле пулнине - ырă-и е усал-и - тÿррех туяççĕ. Çавăнпа та вĕсем пĕрин патне ытларах туртăннине , теприсенчен ютшăнарах тăнине ăнлантарса пама çăмăл.
Вĕсенчен пĕрремĕш шутне Вăрмарти «Колосок» 2-мĕш ача-пăча садĕнчи музыка ертÿçи Ф.Васильева кĕрет те. Ун патне садикри пур ача та туртăнать. Вĕсем юрлас, ташлас тесе хыççăнах çÿреççĕ. Фаина Аверьяновнăн ăшă сăмахĕ пурне те кашниех талантлă пулнине ĕнентерет-çке.
Пултаруллă педагог Тупах ялĕнче çуралнă. Нумай пĕлме тăрăшакан çамрăк пĕчĕк ачасемпе выляма, вĕсем патне тĕрлĕ çĕнĕлĕх илсе çитерме юратнă, çавăнпа та 19 çулхи хĕр 1981 çултан пĕчĕкскерсемпе ĕçлеме тĕв тунă. Унтанпа 30 çул ытла иртнĕ пулин те çак юрату унăн чĕринче сÿнмен кăна мар, ÿссех пырать. Çакăн пек сăлтавне палăртрăмăр ĕнтĕ, унсăр пуçне - уйрăм талантпа профессие пур енлĕн алла илни те, чунра вăй-хăват тапса тăни те. Фаина Аверьяновна ачасемшĕн тапса тăракан ырăлăх «çăл куçĕ». Вăл ачасен чунĕсенче сипетлĕх никĕсĕ йĕркеленĕскер пуçне вĕсене пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентет, хитрелĕх тĕнчин алăкне уçса парать тата пĕлтерĕшлĕ тепĕр япалана палăртса хăвармалла - вăл кашнинчех ачасемпе пĕрле тĕнчене çĕнĕрен «уçать». Çавăнпа та вĕсем ăна ĕненеççĕ, шанаççĕ, юратаççĕ.
Ачасен юратăвĕпе ĕçĕ, пĕлсе пурнăçлани Ф.Васильевăна профессире пысăк çитĕнÿсем тума хĕтĕртеççĕ. Вăл çул çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче районта ирттернĕ «Методика çĕнĕлĕхĕсемпе занятийĕсем» кану мероприятийĕсен ярмăркки-куравăн призерĕ, духовлă юрăсен, «Чăваш Ен чечекĕсем» фестивалĕсен лауреачĕ.
Пур конкурссенче палăрнине çырсан хаçатра çав йĕркесем вырăн нумай йышăнĕç, вулакана та вулаттарса ывăнтарас мар. Çакна кăна калар - Фаина Аверьяновнăна коллективра питĕ хисеплеççĕ.