АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăçми кунсем, манăçми çулсем

11 августа 2012 г.

Июлĕн юлашки вырсарни кунĕ хăшĕсемшĕн ытти кунсенчен нимпе те уйрăлса тăмасть пулсан Тинĕс-çар флотĕнче пулнисемшĕн вара чăн-чăн пысăкран та пысăк уяв. Кăçалхипе 4-мĕш хут тĕл пулу ирттерчĕç Мăнçырмасем шкул директорĕ, ял тăрăхĕн депутачĕ В.Николаев, В.Петров, Г.Егоров пуçарăвĕпе.

Флотра хĕсметре пулнисем нумайăшĕ ялта пурăнмаççĕ пулсан та тĕл пулăва килме яланах вăхăт тупаççĕ. 4, 3, 2 çул шыв çинче хĕсметре пулнисем çак уява пуçарса янăшăн чĕререн тав тăваççĕ. Тĕл пулма калаçса татăлнă пирки чи малтан шкул умне В.Капитонов мичман килсе çитрĕ. Унăн 2 çул вĕреннĕ хыççăн 5 çул хушши шыв айĕн çÿрекен АПАРК-458 атом карапĕпе тĕрлĕ океансемпе тинĕссенче ишме тÿр килнĕ. Палăрнă 12 сехет тĕлне тĕл пулăва хутшăнма май тупнă моряксем шкулта пĕр класа пуçтарăнчĕç, шкул çулĕсене аса илсе калаçрĕç, хăйсем вĕреннĕ шкулпа хальхи шкула танлаштарчĕç. Кун йĕркинчи ыйтусемпе паллашнă хыççăн хăш-пĕр моряксем мĕншĕн тĕл пулăва хутшăнма пултарайманни çинчен каларĕç. Н.Васильев, 2-мĕш рангри капитан, Шупашкар хулинче иртекен тĕл пулăва хутшăнать, М.Павлов, 2-мĕш рангри капитан, сывлăх япăххине пула килеймест, П.Ильин, Ю.Васильев, С.Данилов, Мускава ĕçлеме кайнăскерсем, унтан шăнкăравласа саламларĕç.

Тĕл пулăва хутшăнакансем малтан Калашников автоматне сÿтсе пухас енĕпе ăмăртрĕç. Ун хыççăн тĕрлĕ ыйтусенчен тăракан анкетăсемпе ĕçлерĕç. Шыв çинче хĕсметре пулнисем пысăк ĕç пуçарса яма калаçса татăлчĕç. 2013 çулта ялти пур моряксем çинчен те материал пухса альбом кăларма палăртрĕç.

Кашни тĕл пулурах Аслă Отечествăлла вăрçăра пуç хунисене чысласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хурасси йăлана кĕнĕ. Моряксем ку йăлана çирĕп тытаççĕ. Палăкпа юнашар моряксене, Афган, Чечня çĕрĕ çинче çарта тăнисене халалланă панно пур, унта та чĕрĕ чечексем хучĕç.

Çак тĕл пулу пирки ял çыннисем пĕлеççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ тăрăшни тата палăк çывăхĕнче пурăнакансем унăн таврашне тирпей-илем кÿни чуна чăннипех те савăнтарать. Уйрăмах Е.Гурьевăна, Г.Вотяковăна, Л.Павловăна, И.Ильинана пысăк тав сăмахĕ каласшăн.

Шухăшлатăн та, шыв çине хĕсметре пулнисен туслăхĕ çирĕпрех пек туйăнать. Ку шухăша çак тĕл пулăва Эçпепе тата Кивĕ Шулхан ялĕсенче пурăнакан моряксем килсе çитни татах та çирĕплетет. Апла пулсан моряксем - пĕр шухăшлă çынсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика