АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме май пур

11 августа 2012 г.

Нумаях пулмасть Раççейре тухса тăракан хаçатсен страницисем çинче Раççей Федерацийĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме май пурри çинчен калакан федераллă саккун йышăнни пирки çырса пĕлтернĕчччĕ. Çак саккуна Чăваш Республикинче мĕнлерех пурнăçласа пыраççĕ-ха? Çакă тата ытти ыйтусем тавра пулчĕ пирĕн калаçу ЧР юстици министрĕпе Надежда Прокопьевăпа.

- Надежда Викторовна, граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассипе хальхи вăхăтра ĕçсем мĕнлерех пулса пыраççĕ тата ЧР Адвокатсен палатипе нумаях пулмасть мĕнле килĕшÿ алă пусса çирĕплетнĕ?

- РФ Конституцийĕпе килĕшÿллĕн кашни гражданинăн квалификациллĕ юридици пулăшăвĕ илме май пур. Саккунпа килĕшÿллĕн вăл тÿлевсĕр.

ЧР Патшалăх Канашĕн улттăмĕш ларăвĕнче «ЧР 2012 çулхи тата 2013, 2014 çулсенчи планланă республика бюджечĕ çинчен» ЧР Саккунне улшăнусем кĕртнĕ хыççăн адвокатсем валли социаллă хÿтлĕхсĕр юлнă халăха тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ пама 5,2 миллион тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех граждансем юридици пулăшăвĕ адвокатсенчен илччĕр тесе килĕшÿ алă пуснă.

- Надежда Викторовна, тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе кам усă курма пултарать?

- Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе çак граждансем усă курма пултараççĕ: пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăн инваличĕсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн Геройĕсем, Социализмла ĕç Геройĕсем, инвалид-ачасем, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр, тăлăха тăрса юлнă ачасем, право йĕркисене пăснă, профилактика учрежденийĕсенче пурăнакан çул çитмен ачасем, ирĕклĕх правинчен хăтарнă çул çитмен ачасем, ватлăх çулĕ çитнĕ граждансем тата инвалидсем, хăйĕн ĕçĕсемшĕн явап тытма пултарайман граждансем, психиатри тĕлĕшĕнчен пулăшу пама психикăлла улшăнусемпе чирлекен çынсем, çемье тупăшĕ республикăра палăртнă пурăнмалли виçерен пĕчĕк пулсан. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра пурăнмалли чи пĕчĕк виçе 5391 тенкĕпе танлашать.

- Асăннă категорири граждансене пурне те тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ параççĕ-и?

- Тÿлевсĕр юридици пулăшăвне асăннă категорири граждансем «Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен» ЧР Саккунĕпе килĕшÿллĕн илме пултараççĕ. Тĕслĕхрен: потребительсен прависене хÿтĕлес (коммуналлă пулăшу ĕçĕсем парас) енĕпе çыхăннă, ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене, пĕчĕк тупăш илекен граждансене патшалăхăн социаллă пулăшăвĕ панă чухне, политика репрессисене пула шар тÿснĕ граждансене реабилитацилеме, хăйсен ĕçĕсемшĕн явап тытма пултарайман, медицинăпа социаллă экспертиза тухма, инвалидсене ребилитацилемелле чухне тÿлевсĕр пулăшу параççĕ.

- Вĕсем юридици пулăшăвĕн мĕнле тĕсĕсемпе усă курма пултараççĕ?

- Асăннă категорири граждансем хăйсене интереслентерекен ыйтусемпе тÿлевсĕр консультацисем, заявлени, çăхав, ходатайство тата право енĕпе ытти документсем çырнă чухне, çавăн пекех судра, патшалăх тата муниципаллă органсенче, организацисенче вĕсен интересĕсене хÿтĕлеме юридици пулăшăвĕ илме пултараççĕ.

- Тÿлевсĕр юридици пулăшăвне кам пама пултарать?

- Саккунпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридици пулăшăвне влаçăн ĕç тăвакан органĕсем, вĕсене пăхăнса тăракан, патшалăхăн тÿлевсĕр системине кĕрекен ведомство учрежденийĕсем, патшалăхăн тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ паракан адвокатсемпе нотариуссем.

Чи малтанах адвокатсем пирки чарăнса тăрăпăр. 2012 çулта ЧР юстици министерствине ЧР Адвокатсен палатинчен тÿлевсĕр юридци пулăшăвĕ паракан адвокатсен списокне панă, ăна ЧР юстици министерствин тата ЧР Адвокатсен палатин сайчĕсене вырнаçтарнă. ЧР Адвокатсен палати адвокатсен ячĕ, хушамачĕсĕр пуçне вĕсем ăçта вырнаçнине, телефон номерĕсене çырса палăртнă. Адвокатсемсĕр пуçне нотариуссем те нотариаллă ĕçсемпе çыхăннă ыйтусемпе тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ пама пултараççĕ.

- Вăрмар районĕнче пурăнакансен тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илес тесен хăш адвокат патне пымалла?

- Вăрмар районĕпе илес пулсан тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ паракан адвокатсем: Н.В.Беззубов (ЧР, Вăрмар поселокĕ, Ленин урамĕ,12-мĕш çурт), В.И.Макаров, И.Г.Михайлов, Л.Ю.Степанов, С.Н.Яковлев (ЧР, Вăрмар поселокĕ, Ленин урамĕ, 14-мĕш çурт).

- Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме мĕнле документсем кирлĕ пулаççĕ?

- Адвокат патне тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илмешкĕн заявлени, çăхав тата ытти (право докуменчĕсем йĕркелеме), çавăн пекех гражданинăн интересĕсене судра хÿтĕлеме паспорт, юридици пулăшăвĕ тÿлевсĕр илме май пурри çинчен калакан документ (тĕслĕхрен, çемье пĕчĕк тупăш илни çинчен калакан, социаллă хÿтлĕх пайĕнче регистрациленĕ справка), пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăн инваличĕсен справка копийĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен удостоверени кирлĕ. Мĕнлерех документсем кирли çинчен пĕтĕмпех ЧР юстици министерствин сайтĕнчи «Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ» пайĕнче паллашма пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика