АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтлăх та илем кашни çурта илсе килеççĕ

11 августа 2012 г.

Çемье çирĕплĕхĕ унăн килĕ-çурчĕ пуррипе çуккинчен чылай килет. Çакна тĕпе хунăран Чăваш Енре юлашки вăхăтра сахал мар ырă улшăну пулчĕ. Республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та пурăнмалли çурт-йĕр хăпартасси пысăк ÿсĕмсемпе пырать. Социаллă çурт-йĕр тăвасси çинчен калакан программăпа килĕшÿллĕн тÿлевсĕр е патшалăхăн тавăрса памалла мар субсидийĕсемпе усă курса чылайăшĕ пурăнмалли условисене лайăхлатать, нумай çемье федераци тата республика бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе вăрах вăхăта çăмăллăх паракан ипотека кредитне илет.

Çурт-йĕр хăпартас ĕç пирки сăмах тапратнăран, пирĕн районта ăна «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи пурнăçласа пырать. Асăннă строительство организацийĕ йĕркеленнĕренпе поселокра миçе пин тăваткал метр çурт-йĕр хăпартман-ши вĕсен ĕçченĕсем! Кăçалхи çур çулта пĕтĕм çăл куçсенчи укçа-тенкĕпе усă курса 10174,8 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хăпартнă, çакă иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан - 125,8 процент. Ăста алăллă строительсем ырми-канми тăрăшнăран кăçалхи март уйăхĕнче поселокри Некрасов урамĕнчи пĕрремĕш номерлĕ çурт хута кайрĕ. Хальхи вăхăтра вара асăннă урамрах виççĕмĕш номерлĕ çурта хăпартас ĕç пырать. Çынсене кил ăшши тупма пулăшнипе пĕрлех строительство организацийĕ учрежденисене çĕклес-юсас енĕпе те тăрăшать. Хальхи вăхăтра кунти ĕçченсем Пинер ял тăрăхĕнче капмар шкул хăпартассипе ĕçлеççĕ. Унăн пуçлăхĕ Н.Зайцев палăртнă тăрăх, асăннă объектсене кĕске вăхăтра хăпартма тăрăшаççĕ. Тепĕр майлă каласан, хальхи вăхăтра пĕр канăç та çук вĕсен. Ĕç ÿсĕмĕн чылай пысăк пайĕ коллективри ĕçченсен пуçарулăхĕпе тăрăшулăхĕнчен килет. Вĕсем вара вырăнти халăха хăтлă хваттерсем тата ытти социаллă объектсем хăпартассипе, лайăхлатассипе çанă таврăса вăй хураççĕ.

Районăн инфратытăмне аталантарассипе тăрăшса вăй хуракан тепĕр строительство организацийĕсенчен пĕри вăл - «Строитель» тулли мар яваплă общество. Унăн пуçлăхĕ В.Лебедев хăй ертсе пыракан общество пирки кăсăклăн каласа парать. Хальхи вăхăтра кунта 15 çын вăй хурать. Иртнĕ çулсенче вĕсен обществи кÿршĕллĕ Тăвай районĕнче выльăх-чĕрлĕх комплексне хута ярас ĕçре тăрăшнă, канализаци, шыв системисене кĕртессипе вăй хунă. Кăçал акă районти Спорт çуртне, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкула хăтлăх кĕртессипе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Нумаях пулмасть вара унччен сĕтел-пукан фабрики пулнă территорийĕнче пысăк ĕçсем пурнăçларĕç. Кунта хальхи вăхăтра вырнаçнă «ДОКРосс» общество валли хутса ăшăтма ятарласа котельнăй хăпартнă, çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. «Çак ĕçре П.Михайлов, Н.Нилов сварщиксем, В.Коновалов мастер пысăк тăрăшулăх кăтартрĕç», - тет В.Лебедев. «Пĕчĕк йышпах тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пултаратпăр. Пирĕн кулленхи ĕç юсавпа, çуртсене шыв, канализаци, çут çанталăк газĕ кĕртессипе çыхăннă. Унсăр пуçне строительство ĕçĕсем те пурнăçлатпăр. Обществăн ячĕ те «Строитель» пулнăран ĕçĕ те пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ», - терĕ Валерий Петрович. Строитель кунĕ çывхарнă май «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă, «Строитель» тулли мар яваплă обществăсен ĕçченĕсене профессиллĕ уявпа саламласа халăха кирлĕ хăтлă, капмар çуртсем тата та ытларах хăпартма иксĕлми вăй-хал сунар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика