АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕсен йышĕ хушăнчĕ

11 августа 2012 г.

Райадминистрацин ларусен залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 5-мĕш созывĕн 21-мĕш ларăвĕнче пурĕ 7 ыйту пăхса тухнă. Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн 2011 çулхи августăн 12-мĕшĕнчи «ЧР Вăрмар районĕнчи 2012 çулхи район бюджечĕ çинчен», 2012 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнчи «ЧР Вăрмар районĕн муниципаллă пурлăхĕнче тăракан пурлăхпа усă курнăшăн унăн аренда виçине палăртасси çинчен» решенийĕсене улшăнусем кĕртес ыйтусене сÿтсе явнă. 2012 çулхи çур çулхи район бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен отчет итленĕ.

Унтан «Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята пама пирĕн ентеше, XXX Олимпиадăн призерне Т.Архиповăна парас ыйтăва тăратнă. Пултаруллă спортсменкăн биографийĕпе райадминистрацин организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов паллаштарнă. Çакна палăртмалла: Т.Архипова (Петрова) мĕн пĕчĕкрен спорта юратса ÿснĕ. Карăкçырма ялĕнчен Пысăк Енккасси шкулне кашни кун утăмлани те ăна спортра пысăк ÿсĕмсем тума пулăшнă тесен те йăнăш пулмасть. Унăн пĕрремĕш тренерĕ Юрий Порфирьевич Архипов вара Татьянăн пултарулăхне кура ăна çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма пулăшнă. Татьяна Петрова çăмăл атлетика енĕпе Раççей тĕнче класлă спорт мастерĕ, Европа чемпионки тата кĕмĕл призерĕ, Европа чемпионачĕсен кĕмĕл призерĕ пулса тăнă. Лондонри XXX Олимпиадăра бронза медаль çĕнсе илни вара Чăваш Еншĕн, тăван Вăрмар еншĕн чи пысăк çитĕнÿ. Тĕнче шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсенче пысăк ÿсĕмсем тунăшăн, Чăваш Ен ятне çÿле çĕкленĕшĕн депутатсем пĕр сасăллă пулса «Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ята Лондонри XXX Олимпиадăн бронза призерне Татьяна Валерьевна Архиповăна пама йышăннă. Çавăн пекех «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорне Петр Николаевич Крылова «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята пама ыйтса çырассипе решени йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика