АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисем çитĕнÿ тăваççĕ

11 августа 2012 г.

1997 çулта ЧР Президенчĕ хăйĕн Указĕпе пултаруллă спортсменсем вĕрентсе хатĕрленĕшĕн тата физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн Пысăк Енккасси вăтам шкулĕн физкультура учительне, тренера, Ю.Архипова, «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Çакă ăна татах та пысăкрах ÿсĕмсем тума хавхалантарать. Шкулта çĕнĕрен те çĕнĕ пултаруллă спортсменсем вĕрентсе хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Вĕренекенсене шкулта тата районта ирттерекен ăмăртусене анлăн явăçтарма, пултаруллă спортсменсене суйласа илме тăрăшать.

Шкула Карăкçырмаран çÿрекен Татьяна Петрован пултарулăхне вăл çийĕнчех асăрхать. Унпа тата ытти хăш-пĕр çамрăксене спорта хутшăнтарма пуçлать. Татьяна та хăйсен ялĕнчен тухнă чаплă спортсменсем пек пулма тĕллев лартать. Тăрăшни сая каймасть. Çакна аяларах кăтартнă цифрăсем çирĕплетеççĕ.

- 1983 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнче Карăкçырма ялĕнче çуралнă.

- Çăмăл атлетика енĕпе Раççей тĕнче класлă спорт мастерĕ.

- Çамрăксем хушшинче 10000 метра чупса Раççей тата Европа чемпионки (2005 ç.).

- Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ (2006 ç.). Ăна вăл чăрмавсем урлă 3000 метрлă дистанцире çĕнсе илнĕ.

- Осакăра (Япони) иртнĕ Тĕнче чемпионатĕнче кĕмĕл медале тивĕçнĕ (2007 ç.).

- Раççей тата тĕнче чемпионачĕсен кĕмĕл призерĕ (2008 ç).

- Пекинри XXIX Олимп вăййисене хутшăннă.

- Лос-Анджелесра çулсерен ирттерекен марафонра (2009 ç.) пĕрремĕш вырăн йышăннă.

- Токиора (Япони) иртекен марафонта виççĕмĕш пулнă (2011ç.).

- Лондонри çуллахи XXX Олимп вăййисен (2012 ç.) бронза медалĕн призерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика