11 августа 2012 г.
Мана Татьяна Петрова-Архиповăпа нимĕн те çыхăнтармасть, тăван та, пĕлĕш те мар, палламастпăр та пĕр-пĕрне. Пĕрлештерекенни те пĕр япала çеç: иксĕмĕр те чăвашсем, Чăваш Енре çуралнă, тĕрлĕ районтан пулин те. Çакă та çителĕклĕ иккен: вырсарни кун чăваш хĕрĕ марафон дистанцийĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ тесен çине-çине шăнкăрав пулчĕ - Тутарстанран, Пушкăртстанран, Питĕртен, Мускавран, Шупашкартан темиçе те, пурте мăнаçланаççĕ, саламлаççĕ, «Чăваш! Чăваш хĕрĕ мала тухрĕ!» - теççĕ. Çапла, савăнăçăмăр чикесĕр çак кунсенче, Америкăра пурăнакан йăхташăмăр та Интернетпа çыру янă: «Пирĕн-им вăл Татьяна Петрова-Архипова?» - тесе ыйтать. Çирĕплетсех калатăп - ПИРĔН!