11 августа 2012 г.
Çирĕм çул каялла, 1992 çулта, Барселонăра иртнĕ XXV Олимп вăййисенче марафонкăсен дистанцийĕнче пирĕн ентеш В.Егорова пĕрремĕш, тепĕр 4 çултан (1996 ç.) Атлантăри XXVI Олимпиадăра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Чăваш марафонкисем 16 çул хушши Олимпиадăсенче медальсем илейменччĕ, ăрусен çак татăлнă çыхăнăвне Татьяна Петрова-Архипова кăçал тепĕр хут йĕркелесе ячĕ тесе калас килет. Хам та вăрăм дистанцисене чупатăп. Çавăнпа та çĕнтерÿ мĕнле йывăрлăхпа килнине лайăх ăнланатăп. Пирĕн район хĕрĕ çакăн пек çитĕнÿ туни хăй малалла ăнтăлнинчен, тренерсен ĕçĕнчен нумай килнине ăнланнă май çакна та каласшăн - чăваш хĕрĕ-хĕрарăмĕ тÿсĕмлĕ, чăтăмлă, çакă вара наци пуласлăхĕ çинчен те калать.