11 августа 2012 г.
Августăн 8-мĕшĕнче Шупашкарта Лондонри çуллахи XXX Олимп вăййисене хутшăннă пилĕк ентешрен виççĕшне - Татьяна Петрова-Архипова, Альбина Майорова марафонкăсене, çичĕ енлĕ ăмăртăва хутшăннă Кристина Савицкаяна чысланă.
Мускаври «Шереметьево-2» аэропортра ентешсене сумлă делегаци кĕтсе илнĕ. Пысăк Енккасси Культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» фольклор ансамблĕ юрă-ташăпа савăнтарнă. Ку пĕрре те ахальтен мар, пирĕн Татьяна тĕтреллĕ Альбионран марафон дистанцийĕнче чупса бронза медальпе таврăнать-çке.
Чăваш Республикин тĕп хулине кĕрес умĕн хамăрăн çĕнтерÿçĕ-ентеше район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пыракан делегаци кĕтсе илнĕ. Шупашкара çитсессĕнех спортсменсене Чăваш Республикин Правительствăн анлă ларăвне чĕннĕ. Правительство çурчĕн ларусен залне олимпиецсем кĕрсенех тăвăллăн алă çупни янăраса кайнă. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев пĕтĕм чăваш халăхĕнчен вĕсене тата тренерсене тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче тупăшса çитĕнÿсем тунăшăн чун-чĕререн саламланă.
Çак кунсенче республикăра пурăнакансем телевизорсем умĕнче олимпиецсемшĕн пăлханнине, ăнăçу суннине палăртнă. Уйрăмах пирĕн ентеш Татьяна Петрова-Архипова призерсен шутĕнче пулни, савăнтарни çинчен каланă. Çавăн пекех Михаил Васильевич тепĕр Олимпиадăра пирĕн çăмăл атлетсен «ылтăн» илме шанăç пуррине палăртнă.
М.Игнатьев Татьяна Валерьевнăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă. Часах тепĕр ырă хыпар та çитнĕ - Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ В.Мутко Татьяна Валерьевна Петрова-Архиповăна «Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ» ята пани çинчен» хушу кăларнă.
Ун хыççăн чаплă лару-тăрура çакна çирĕплетекен удостоверение Лондонри «Вырăс çуртĕнче», Раççейĕн пĕрлештернĕ спорт командин членĕсем умĕнче панă.
Августăн 6-мĕшĕнче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Т.Петрова-Архипова ашшĕ-амăшне - Людмила Васильевнăпа Валерий Иванович Петровсен килне çитсе вĕсен хĕрĕ пысăк çитĕнÿ тунă ятпа саламланă.
«Татьяна чупăвне Раççейре пурăнакан миллионшар çын, çав шутра уйрăмах Вăрмар районĕнче пурăнакансем - сăнанă, пăшăрханнă, бронза медаль илсен чун-чĕререн савăннă», - тенĕ Константин Владимирович. - Ку çÿллĕ шайри пултарулăхшăн тивĕçлĕ награда. Татьянăшăн Олимп вăййисенчи пĕрремĕш медаль, вĕсем вара малалла та пулччăр».
Ашшĕ-амăшĕ пирки ырă сăмахсем каланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Татьяна Валерьевнăн пĕрремĕш тренерне Ю.Архипова та ăшшăн саламланă.