08 августа 2012 г.
Çирĕммĕш ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенчех этемлĕхĕн ăс-хакăл пултарулăхĕ космоса çул тытас енне çывхартса çитерет. 1957 çулхи октябрьте çĕршывра космоса пĕрремĕш спутник яраççĕ. Нумаях та вăхăт иртмест - апрелĕн 12-мĕшĕнче - космос уçлăхне пĕрремĕш космонавт - Юрий Алексеевич Гагарин «Восток-1» караппа тухать. Уçлăхра 108 минут тăсăлнă вĕçев çынсен шухăшлавĕнче пысăк улшăну туса ирттерет.
Чăваш халăхĕ йышпа пĕрре те пĕчĕк мар, анчах 1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче космоса чăваш çынни Андриян Григорьевич Николаев «Восток-3» караппа çĕкленни эпир пăлхар-чăвашсен пур ырă йăлисене упраса хăварса, ăс-тăна аталантарса малалла ăнтăласси çинчен калать.
Андриян Григорьевич Николаев Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче, Çавал шывĕ хĕрринче, 1929 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. СССР летчик-космонавчĕ (1962 ç.), авиаци генерал-майорĕ (1980 ç.), Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ (1962, 1970 ç.ç.), техника наукисен кандидачĕ, СССРăн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ. Сĕнтĕрвăрри Вăрман хуçалăхĕн техникумне (1947 ç.), Фрунзери çарпа-авиаци училищине (1954 ç.), Н.Жуковский ячĕллĕ сывлăш çарĕн инженери академине (1968 ç.) пĕтернĕ.
1950 çулччен Карелире вăрман хатĕрлес енĕпе мастер пулса ĕçленĕ, унтанах Совет çарне кайнă. Çар училищине пĕтернĕ хыççăн Мускав Сывлăш çар хуралĕн округĕнче истребитель-летчик пулса службăра тăнă. 1960 çултанпа - космонавтсен отрядĕнче. 1962 çулхи август уйăхĕнче пирĕн ентеш «Восток-3» космос карапĕпе уçлăха çĕкленнĕ.
Тĕнче уçлăхне тухнă хыççăн А.Николаев космонавт вĕçев программине пурнăçлама тытăннă. Вăл питĕ кăткăс пулнă, унта тĕрлĕрен тĕпчевсемпе экспериментсем кĕнĕ. Планета тавра çаврăм хыççăн çаврăм тунă май, космонавт хăйĕн тусĕ Павел Романович Попович старта тухасса кĕтнĕ. Ку тепĕр талăкран пулса иртнĕ. Августăн 12-мĕшĕнче П.Попович «Восток-4» космос карапĕпе инçе çула тухнă.
Пĕрлехи çак вĕçевре А.Николаевпа П.Поповичăн медицинăпа биологи тата наукăпа техника ыйтăвĕсемпе çыхăннă тĕрлĕрен тĕпчевсемпе экспериментсем нумай ирттермелле пулнă.
Икĕ космонавтăн «Восток-3» тата «Восток-4» карапсем çинчи пĕрлехи вĕçевĕ 70 сехет те 23 минут та 38 çеккунта пынă, пурĕ 1 миллион та 975 пин те 200 километр вĕçнĕ. Çапла вара вĕсем хăйне евĕрлĕ рекорд тунă, унччен ун пекки тĕнчипе те пулман.
А.Николаевпа П.Поповичăн пĕрлехи вĕçевне космоса тĕпчес ĕçре тунă паллă çитĕнÿ тесе йышăннă. Пĕтĕм тĕнчери авиаци федерацийĕ вĕсене «Космос» ылтăн медальпе наградăланă. СССР летчик-космонавчĕсен А.Николаевпа П.Поповичăн тĕслĕхĕ «Восток» йышши карапсемпе космосра нумай вăхăт вĕçме пулнине çирĕплетсе панă.
Çав вĕçевре космонавтсем пĕрремĕш хут хăйсем çыхăнса ларнă пиçиххисене салтса вырăнтан тăнă та «ирĕклĕ ишеве» (йывăрăшсăрлăха) тухнă: Андриян Николаев тăватă сеансра пĕтĕмпе 3,5 сехет пулнă, Павел Попович виçĕ сеансра - 3 сехете яхăн.
«Восток-3» тата «Восток-4» космос карапĕсем пĕрле вĕçни тĕнче уçлăхĕнчи татах та кăткăсрах та вăрăмрах вĕçевсем патне çĕнĕ çул уçса панă.
1970 çулхи июнĕн 1-19-мĕшĕсем. Ку хутĕнче А.Николаев карап командирĕ тата В.Севастьянов борт инженерĕ «Союз-9» караппа - космос уçлăхĕнче. Вăл вăхăтра вăл чи вăрăм вĕçев шутланнă. Икĕ ăста специалист чылай эксперимент ирттернĕ. Çавăн хыççăн «Николаев эффекчĕ» термин - çын организмĕ космосра нумай вăхăт хушши пулнă хыççăн çĕр гравитацине епле чăтса ирттерни - çуралнă.
Пĕтĕмĕшле шутласассăн А.Николаев уçлăхра 519 сехет ирттернĕ. 1968-1974 çулсенче вăл космонавтсене хатĕрлекен центр начальникĕн заместителĕ, 1974-1992 çулсенче - унăн пĕрремĕш заместителĕ.
1963-1993 çулсенче ăна Чăваш Республикинчен Раççей Федерацийĕн Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулма темиçе хут та суйланă. Çак ĕçре вăл Чăваш Енĕн экономикăпа социаллă пурнăçне аталантарма пысăк тÿпе хывнă.
Вăрмар районĕнче те пулнă мухтавлă ентешĕмĕр. 1990 çулсен пуçламăшĕнче вăл районти суйлавçăсемпе тĕл пулма килнĕ, поселокри иккĕмĕш вăтам шкулта, районти Культура çуртĕнче, «Путь Ильича» колхозра, «Ленинский», «Яниковский» совхозсенче пулнă, суйлавçăсене канăçсăрлантаракан чылай ыйтусем çине хуравланă.
Андриян Григорьевич СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, 1962 çулхи августăн 29-мĕшĕнче ăна чи малтан Чăваш АССРĕн Ĕçпе Паттăрлăх кĕнекине кĕртнĕ. Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ. Шел пулин те унăн харсăр чĕри 2004 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче тапма чарăннă. Анчах унăн ырă ячĕ халăх асĕнче ĕмĕрлĕхех юлĕ. Енчен те Шупашкар хулинче ăна асăнса лартнă пĕр палăк кăна пулнă пулсассăн, юлашки çулсенче тĕп хуламăрта вăл тÿпенелле тинкерекен çĕнĕ палăк уçăлчĕ. Унăн тăван Шуршăл ялĕнче космонавтика музейĕ çĕнелсе хитреленчĕ, космос паттăрĕ ячĕпех часавай та уçрĕç. Музей умĕнчи фонтанĕ те кунта килекен çĕшер-çĕршер туриста çÿлелле çĕкленекен шыв саппипе хăйĕн патне илĕртет.
Андриян Григорьевич ячĕпе çулсеренех тĕрлĕ куравсем, спорт вăййисем ирттереççĕ. Вĕсенчен пĕри «Хĕрлĕ ялав», «Советская Чувашия» хаçатсем йĕркелекен çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ те. Ăна кашни çулах сентябрĕн пуçламăшĕнче йĕркелеççĕ, космонавт çуралнă вăхăта халаллаççĕ.
Пуçланасса вара çапла пуçланчĕ
«Пире, çар летчик-истребительсен ушкăнне, ятарласа тунă медицинăпа мандат комиссийĕсем питĕ хытă тĕрĕслесе суйласа илчĕç те Мускава ячĕç. Пирĕн хушăра ун чухне никам та пĕлсе кайман Ю.Гагарин, Г.Титов, В.Быковский, Б.Волынов, Г.Шонин, А.Леонов, В.Горбатко, Е.Хрунов тата ытти юлташсем пулчĕç. Пире П.Попович кĕтсе илчĕ, вăл кунта пирĕнтен кăшт маларах килсе çитнĕ те хăйне хăй «хуçа», «тахçантанпах пурăнакан» пек тыткалать. Вăл пире пÿлĕмсене вырнаçма пулăшать, кунти йĕркесемпе паллаштарать... Пирĕн пурăнмалли çурт, штаб, спортзал, столовăй Мускаври тĕп аэродромра вырнаçнăччĕ, кайран вара эпир хальхи Çăлтăр хулине куçса кайрăмăр.
Часах занятисем пуçланчĕç. Эпир хамăршăн пачах çĕнĕ те космонавтсене çав тери кирлĕ теориллĕ предметсене, астрономие, астронавигацие, космос медицинине тĕплĕн вĕренме тытăнтăмăр. Космос карапĕпе паллашрăмăр, ун системисемпе оборудованине сăнаса пăхас ĕçсене те хутшăнтăмăр, пĕрремĕш космос скафандрĕсене те тăхăна-тăхăна пăхрăмăр. Ятарласа хатĕрленĕ самолет-лабораторисенче вĕçрĕмĕр, парашютпа сикрĕмĕр. Ÿт-пĕве тĕреклетес тĕлĕшпе нумай тăрăшрăмăр.
Сергей Павлович Королев Тĕп конструкторпа та темиçе хутчен тĕл пулма тиврĕ».
А.Г.Николаев «Вĕçĕ-хĕррисĕр уçлăхра» кĕнекерен.