08 августа 2012 г.
Право йĕркине пăсассипе тата наркотике хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссийĕсен пĕрлехи ларăвĕ район администрацийĕн ларусен залĕнче иртнĕ. Унта район прокурорĕн аслă пулăшуçи Ю.Никифоров, хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, комисси членĕсем хутшăннă. Ларăва Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пынă.
«2009-2012 çулсенче Вăрмар районĕнче право йĕркине пăсассипе ирттерекен профилактика ĕçĕсем» районти тĕллевлĕ программа мĕнлерех шайра пурнăçланса пыни пирки райадминистрацин организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов тухса калаçнă. Çавăн пекех асăннă ыйтупа райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн пуçлăхĕ В.Нестеров, уголовлă майпа айăпа кĕнисене пăхса тăрас енĕпе ĕçлекен инспекцийĕн Вăрмар районĕнчи филиалĕн пуçлăхĕ А.Михайлов тухса калаçнă.
РФ ШĔПĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ И.Константинов палăртнă тăрăх, преступление хирĕç кĕрешесси тата ку енĕпе профилактикăллă ĕçсем туса ирттересси ЧР «Чăваш Республикинчи право йĕркисене пăсассипе профилактика ĕçĕсем ирттересси» Саккунпа тата ытти нормативлă право акчĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пынине каларĕ. Çавна май ку енĕпе ятарласа оперативлă штаб йĕркеленĕ. Кăçалхи 7 уйăхра полицин яваплă сотрудникĕсем районта преступлени тăвассин шайне чакарас тата вăхăтра профилактика ĕçĕсем туса ирттерессипе 5 лару ирттернĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе те тачă çыхăнура ĕçлеççĕ. Полицин участокри уполномоченнăйсем судпа айăпланнă çынсемпе тăтăшах профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ. Кăçалхи 7 уйăхра административлă 917 протокол çырнă. Наркотике хирĕç кĕрешессипе те асăннă уйрăм сахал мар ĕç пурнăçлать. Наркотикла япаласене саккунсăр майпа çаврăнăша кĕртнĕшĕн 2 уголовлă ĕç пуçарнă. Вырăнти хăй тытăмлăх пуçлăхĕсене ял тăрăхĕсенче пурăнакансем наркотик шутне кĕрекен ÿсен-тăрансене ÿстермелле марри çинчен асăрхаттарса хăвармаллине каларĕ.
«Ăнăçсăр çемьесене тупса палăртас тата кулленхи пурнăçра тăвакан преступленисем тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсем ирттерес» ыйтупа Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Алексеева тухса калаçрĕ. Вăл юлашки вăхăтра ял тăрăхне кÿршĕллĕ Тутар Республики территорийĕнчен çемьесем пурăнма куçса килни, вĕсен йышĕнче ăнăçсăр çемьесем пурри пирки чарăнса тăчĕ. Обществăлла йĕркелĕхе сыхлассипе ял, хула тăрăхĕсенче йĕркеленнĕ право йĕркисене пăсассипе профилактика ĕçĕсем ирттерекен комиссисен, халăх дружинисен ĕçĕ-хĕлне те тишкерчĕç асăннă ларура. Ку енĕпе Энĕшпуç, Арапуç, Шăхаль ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем мĕнлерех ĕçсем туса ирттернипе тĕплĕн паллаштарчĕç.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ларăва пĕтĕмлетнĕ май ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен вырăнти ăнăçсăр çемьесемпе, тĕрмере ларса тухнă граждансемпе профилактика ĕçĕсем тăтăшах ирттермеллине палăртрĕ.