АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми ÿстерекенсем çĕнĕ техникăна алла илеççĕ

08 августа 2012 г.

Иртнĕ эрне кун пирĕн районта çĕр улми туса илессипе тата ăна çитĕнтермелли техникăна ĕçре кăтартассипе республика шайĕнчи семинар иртрĕ.

Семинара хутшăнакансем валли «Урмарский» культурăпа кану центрĕнче Г.Н.Ямуковăн, О.А.Иванован, В.А.Максимовăн, А.Г.Николаевăн хуçалăхĕсенче çитĕнекен çĕр улмин тĕрлĕ сорчĕсен куравне йĕркеленĕ: «Невский», «Ред Скарлетт», «Белана», «Романо», «Розара», «Скарб», «Рокко», «Импала», «Удача». Курава хутшăнакансем «иккĕмĕш çăкăрăн» паха сорчĕсене сÿтсе яврĕç, вĕсен тутине пĕлесшĕн пулчĕç, тепринче пиçнĕ çĕр улми тутанса пăхасса шаннине пĕлтерчĕç.

Семинара район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин уçрĕ, районта тыр пул пухса кĕртес ĕç пĕтĕмĕшле пур хуçалăхсенче те пуçланнине палăртрĕ вăл, ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансене ăнăçу сунчĕ.

Чăваш Республикинчи транспорт хатĕрĕсене техника тĕлĕшĕнчен тĕрĕслекен патшалăх надзорĕн инспекцийĕн начальникĕ В.Димитриев республикăра тыр пул пухса кĕртес ĕç иртнĕ çулхипе танлаштарсан вăйсăртарах пулнине палăртрĕ. Уйсенче хальхи вăхăтра 350 комбайн ĕçлет пулсан, иртнĕ çул çак вăхăт тĕлне техника шучĕ икĕ хут нумайрах пулнă. Семинара хутшăнакансем умĕнче «Гримме-Русь» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Ю.Русанов, «М-Прод» тулли мар яваплă обществăн представителĕ С.Федорова, «Агро-Инновации» предприятийĕн пуçлăхĕ Ю.Егоров тухса калаçрĕç.

Семинарăн тепĕр пайĕ «Архипов Н.И.» тата «Ямуков Г.Н.» хресчен(фермер) хуçалăхĕсен çĕр улми çитĕнекен уйĕсенче иртрĕ. «Архипов Н.И.» хуçалăх Куславкка районĕнче регистрациленнĕ, çапах та унăн пуçлăхĕ Энтрияль ял тăрăхне кĕрекен çĕр лаптăкĕ çинче те ĕçлет. 2 миллион та 35 пин тенке кайса ларнă шăвармалли техника мĕнлерех ĕçленипе паллашрĕç семинара хутшăнакансем. Çак техникăпа иккĕлле усă курма май пур: çĕр улмие шăварнипе пĕрлех удобрени те сапма пулать.

«Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вара çĕр улми аврине пуçтармалли техника тата çĕр улмие кăларса пуçтармалли SE-140 комбайн мĕнлерех ĕçленипе паллашрĕç. «Гримме-Русь» заводра туса кăларнă 4 миллион тенкĕрен те иртекен техникăпа унăн генеральнăй директорĕ Ю.Русанов паллаштарчĕ. Çĕнĕ комбайн çинче Л.Дмитриев, В.Авдеев, С.Иванов, С.Сидоров тăрăшаççĕ. Районта çĕр улми туса илессипе ĕçлекен ытти хуçалăх ертÿçисем семинартан нумай усăлли илчĕç, çĕнĕ техникăпа интересленчĕç, хăйсем те ăна туянасшăн пулнине пĕлтерчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика