08 августа 2012 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн 2012 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнчи «Ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансене, çав шутра хушма хуçалăх тытакансене тата республикăри агропромышленность комплексĕн сĕт туса илекен, вырнаçтаракан организацисене патшалăх пулăшăвне парасси çинчен» Указ вăя кĕчĕ.
Çу кунĕсенче сĕт нумаййипе хак чакса каять. Çак тапхăрта сĕт сутни час-часах тăкаксене те саплаштараймасть. Кăçал акă, организацисенчен туянакан хак - 20,6, халăхран 42,4 процент таран йÿнелнĕ. Çакă сĕт рынокĕнчи лару-тăрăва çивĕчлетет, ĕне йышне чакарать. Указпа килĕшÿллĕн республика бюджетĕнчен ял хуçалăх организацийĕсене пысăк сортлă пĕр литр сĕте сутнăшăн - 2, пĕрремĕш сортлишĕн 1 тенкĕ, хушма хуçалăхсене кашни литршăн 1,5 тенкĕ хушса тÿлĕç. Июнь, июль, август уйăхĕсенче патшалăха сутнă кашни литршăн ял çыннисене 1,5 тенкĕ шутласа парĕç. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕн администрацийĕсенче сутнă сĕтĕн хакне субсидилессипе документсем хатĕрлес ĕç пырать. 2012 çулта çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 70 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Уйрăм хуçалăх тытакансен ĕне усранине çирĕплетекен хут çыртармалла. Ăна ял администрацийĕсенче параççĕ.