08 августа 2012 г.
«Олимп сăрчĕсем çине хăпарасси пĕрре те çăмăл мар», - çак каларăш ытарлă пулнине питĕ лайăх ăнланатпăр, спортпа çывăххисем унăн чи çÿллĕ тăррине хăпарасшăн тăрăшаççĕ.
Мĕн чухлĕ вăй, хатĕрленÿ саманчĕ кирлĕ çак çÿллĕше илме. Анчах вĕсем парăнмаççĕ: «Малаллах шав пурнăç, малаллах», - тесе çÿлелле ăнтăлаççĕ. (П.ХУСАНКАЙ).
Тĕрлĕ Олимпиадăсене пирĕн районтан чылай спортсмен хутшăннă, вĕсем çинчен А.Хованский журналист çырса кăларнă «Вăрмарсем Олимп çулĕпе» кĕнекерен пĕлме пулать. Пĕрремĕш Олимп медальне «ылтăна» илекен вара В.Соколов пулнă.
Бокс енĕпе СССР Тĕнче класлă спорт мастерĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ (1968 ç.), СССР кубокĕн çĕнтерÿçи (1967, 1970, 1971 ç.ç.) тата тăватă хут СССР чемпионĕ (1968, 1969, 1971, 1973 ç.ç.), XIX Олимп вăййисен чемпионĕ (1968 ç.). Тепĕр 44 çултан Лондонри çуллахи XXX Олимп вăййисенчен çĕнĕ пысăк савăнăçлă хыпар çитрĕ. Карăкçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Валерьевна Петрова (Архипова) марафон дистанцийĕнче (42 километр та 195 метра чупса) III-мĕш вырăна тухнă.
Т.Петрова - çăмăл атлетика енĕпе Раççей тĕнче класлă спорт мастерĕ, Европа чемпионки тата кĕмĕл призерĕ (2005 ç.), Раççей чемпионачĕн бронза призерĕ тата чемпионки (2006 ç.), Европа чемпионачĕсен кĕмĕл призерĕ (2006, 2007 ç.ç.), Раççей тата тĕнче чемпионачĕсен кĕмĕл призерĕ (2008 ç.), Пекинри XXIX Олимп вăййисене хутшăннă.
Тики Джелани тата Приска Джепуд Эфиопипе Кени спортсменкисемпе тупăшма пĕрре те çăмăл пулман. Африкăра çуралса ÿснĕскерсем шăрăх çанталăка чăтса ÿснĕ. Чăваш хĕрĕ те йăх-несĕл тымарĕ çирĕп пулнине кăтартнă, енчен те пĕрремĕш вунă çухрăмра 30-мĕш теçеткере пынăскер дистанцие 2 сехет те 23 минут та 29 çеккунтра вĕçленĕ, çапла вара хăйĕн çĕнĕ рекорд кăтартăвне çирĕплетнĕ, 3-мĕш вырăна тухнă.
- Юлашки темиçе çухрăма тĕлĕкри пек чупрăм, - тенĕ корреспондентсене Татьяна, - финиш умĕнчи çывăх çĕр метрсенче йăванса каяс мар тенĕччĕ. Чăн та апла килсе тухман. Пирĕн нумай ентеш Татьяна Валерьевна чупăвне телевизорпа курнă. Инçерех пурăнакан Вăрмарсем вара ентешшĕн пысăк экрансем вырнаçтарнă кафесенче «чирленĕ». Акă «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ А.Хованский хăй патне Мурманск облаçĕнчи чăвашсен ентешлĕхĕн ертÿçи, экономика наукисен кандидачĕ В.Гаврилов (вăл Пысăк Енккасси ялĕнчен) шăнкăравласа Чăваш ялавне çĕклесе хамăр ентеш çитĕнĕвĕпе савăннине пĕлтернĕ. «Олимпиадăра çĕнтерни мар, унта хутшăнни пĕлтерĕшлĕ», - тесе калаççĕ пулсан та, медаль илни вара калама çук пысăк çитĕнÿ. 1968 çул - ылтăн, 2012 - бронза, малалла вара кĕмĕл валли вырăн пур, ытти медальсем ытларах пулни те пире савăнтарĕ. Маттур, Татьяна!