04 августа 2012 г.
П.Мике – Хусан Епархин тиекĕ (çыруçи). Вăл, çул çÿреме юратаканскер, 1890 çулта Вăрмар тăрăхĕнче пулса кунти чиркÿсен тата чиркÿ çумĕнчи шкулсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни пирки «Çул çÿрев дневникĕ» çырма пуçланă.
«Çав çулсенче, - тет вăл. - Чăваш ялĕсенче христианствă анлăн сарăлайманччĕ-ха, чиркÿсем лартма çăмăлах марччĕ, чиркÿ çумĕнчи шкулсене ачасене пухасси питех те кансĕрччĕ. Чĕлхе тĕнĕн витĕмĕ вăйлă сисĕнетчĕ: чăвашсем чÿк йăлисене çирĕп пăхăнса тата пурнăçласа пыратчĕç. Вĕсен тăван чĕлхипе кĕнекесем тухма пуçласан çынсем улшăнчĕç. Вĕсем пĕлÿ уссине туйса шкул енне туртăнчĕç, паллах, кĕнекесем ытларах тĕн енĕпе пулнăран чиркÿри кĕлĕсемпе те интересленме пуçларĕç».
Тиекĕн тепĕр çул çÿревĕ 1898 çулта иртет. «Эпĕ, - çырать П.Мике. - Арапуç тата чăвашсем пурăнакан ытти вулăссене çитсе килме шутларăм. Юлашки вунă çулта мĕнле улшăнусем пулса иртнĕ-ши? Уйрăмах шкул енĕпе, чăвашсем хушшинче пĕлÿлĕхе сарассипе?!»
П.Микен çырăвĕсене вулама питĕ те интереслĕ. Çав вăхăтри пурнăç алă лаппи çинчи пек курăнса каять. Çирĕммĕш ĕмĕрчченхи чăнлавсенче Вăрмар тăрăхĕ пирки калани нумаях мар, вĕсем сапаланчăк пулнăран тупса вулама та кансĕртерех. Мике çырнисене документ шайĕнче пăхмасан та урăх çын (ют çын) чăваш пурнăçĕн пĕр енне мĕнлерех курнине пĕлме кăсăклă пек, çавăнпа кун кĕнекин хăш-пĕр сыпăкĕсене вырăсларан куçарса вулакан патне çитерме шутларăмăр.
«Вăрмар станцинче антăмăр та кашни тĕрлĕ еннелле салантăмăр. Эпĕ Сĕнтĕр ялне палланă священник патне кайрăм. Сĕнтĕр прихучĕ пысăк: икĕ штатран тăрать, 5 пин ытла çын пурăнать. Кунта икĕ священник, тиек тата икĕ псаломщик. Сĕнтĕр прихутне çÿрекенсем пурте чăвашсем. Çветуй Гурий Тăванлăхĕн шкулĕ уçăлнăранпа тата Хута вĕрентекен шкул йĕркеленнĕренпе чăн тĕн енне туртăнасси вăйлансах пырать. 1880 çулсен вĕçнелле Сĕнтĕр чиркĕвне çÿрекенсем пирвайхи хут тăван чĕлхепе кĕлĕсене итлеме пуçларĕç. Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă Петров священник çынсене хăй еннелле çавăрма пĕлет çав. Сĕнтĕр чăвашĕсем хушшинче хута вĕренесси аван пырать. Пĕр çирĕм çул каялла кунти чăвашсем ытти çĕрти пекех чĕлхе тĕнĕн йăлисемпе пурăнатчĕç: чиркĕве çÿреместчĕç, христианствă йăлисемпе йĕркисене пăхăнмастчĕç, пурнăçран уйрăлнисене чĕлхе тĕнĕн йăлисемпе пытаратчĕç, мăшăрсенчен нумайăшĕ венчете тăмасăрах пурăнатчĕ. Хальхи пачăшкă çынсен кăмăлне уяма пĕлет. Чиркĕве 1000 çын çÿрени те пулнă, хорта 150-ăн юрлаççĕ.
Сĕнтĕртен эпĕ Кивĕ Вăрмарти Тăванлăх шкулне çитсе курма шутларăм. Çав ял прихут ялĕнчен 3-4 çухрăмра вырнаçнă. Самай пысăк ял: 256 кил-çурт, 1500 çын пурăнать, пурте тĕне кĕнĕ. Малтан чĕлхе тĕнне тытса пыракансем пулнă, кунти шкул 1882 çулта йĕркеленнĕ. Учительте вырăнти хресчен, тĕне кĕнĕ хресчен Константин Ефимов тăрать. Тĕрĕссипе каласан, шкул вăл тăрăшнипе уçăлнă. Чылай вăхăт кунти шкул хресченĕн тăвăр, тĕттĕм пÿртĕнче ĕçленĕ. Ефимов çĕнĕ çурт тума та шутланă, анчах укçа-тенкĕ çитменрен ĕмĕтне пурнăçа кĕртеймен. 5-6 çул каялла çеç тахçанхи ĕмĕтне пурнăçланă: саман кирпĕчрен самай пысăк, 4-5 хăлаçран тăракан çурт хăпартнă. Ăна вăл чус хăмапа витнĕ, шалтан якатса шуратнă. Учитель шкул çуртне хăйĕн хĕрĕсемпе çĕкленĕ, хăш-пĕр ĕçсене кăна çынсене тара тытса тутарнă. Эпĕ шкула пырса çитнĕ çĕре ирхи кĕлĕ пыратчĕ. Çавăнпа пуль, мана никам та асăрхамарĕ. Эпĕ тумтире хывса алăк патнерех, ачасем хыçне йăпшăнтăм. Малти кĕтесре Çветуй Гурий турăшĕ умĕнче лампадка çунать. Аналой умĕнче вăйлă саспа тата витĕмлĕн пĕр вĕренекен чăвашла кĕлĕ вулать. Вулав ачасен чуна пырса тивекен юррипе хутăшса тата черетленсе пырать. Акă вулакан: «Килĕр, чĕркуçленер», - терĕ. Пурте чĕркуçленсе кĕлĕре палăртнисене ырăпа асăнчĕç. Манăн хамăн та шалта тем хускалчĕ пулас, ырă-ырă пулса кайрĕ. Ачасен таса та илемлĕ сассисене илтсе чунăм ăшăнчĕ. Кун пек кĕлĕсем кашни вĕренÿ çурчĕсенчех, уставпа палăртнă пек, иртет. Кунта çак кĕлĕ пĕтĕм чунтан, чĕререн, ачасен ачаш та çепĕç кăмăлĕсенчен тухать. Учителе тата унăн вĕренекенĕсене пăхсан, кунта шкул мар, ашшĕ хăйĕн ачисемпе пурăнать тейĕн. Пĕтĕмпех юратупа та çемье ăшшипе тулнă-çке! Учитель ĕçне пăхса, вăл ачасене ашшĕлле юратса вĕрентнине курса, ачасем те вĕрентекене питĕ хисепленине тата ашшĕне юратнă пек юратнине ĕнентĕм. Вĕрентекенпе вĕренекен хушшинчи çакăн пек ырă çыхăнăва пĕрремĕш хут куртăм. Константин Ефимов ниçта та ятарлă пĕлÿ илмен. Хăй тĕллĕнех вулама тата çырма хăнăхнă. Чăвашла кĕнекесене вуланă, вырăсла питĕ япăх калаçать пулсан та воспитатель ĕçне питĕ лайăх пĕлет. Ефимов вырăс чĕлхине вĕренес тесе çулталăкри 80 тенкĕ ĕç укçинчен катса вырăс чĕлхи учительне шкулта вĕрентме тара тытать, хăй те ачасемпе пĕрлех вĕренет. Ефимов учитель ĕçĕнче тăрăшса темиçе ăру вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ял çыннисем ăна юратаççĕ, пĕлÿ сарнишĕн тата христианствăна хăнăхтарнишĕн хисеплеççĕ. Вăл чунтан, хăйшĕн пысăк ырăлăхсăрах тăрăшнипе ялти пур çын та хутла пĕлет тата чиркĕве çÿрет. Константин Ефимов кашни каç халăха шкула пухать, вĕсемпе калаçать. Начар çанталăкра хăй те çынсем патне каять, чăвашла кĕнекесем вуласа парать, кĕлĕ юррисене юрлама вĕрентет.
Шкулти ачасем икĕ уйрăма пайланаççĕ: аслисем виççĕмĕш çул вĕренеççĕ, кĕçĕннисем иккĕ. Пĕтĕмпе 43 вĕренекен, вĕсенчен 15-шĕ хĕрача. Малтан Турă Саккунĕн урокĕсем епле иртнине сăнарăм. Вырăсла вулассипе тата арифметикăпа та ачасем ăнкараççĕ. Чиркÿ юррисене юрласси вара питех те лайăх. Учитель ачасемпе тăрăшса та юратса ĕçлени сисĕнсех тăрать çав. Вырăнти священник каланă тăрăх Вăрмар шкулĕн хорĕ прихут чиркĕвĕн илемĕ пулса тăрать. Кивĕ Вăрмарти шкулта виçĕ сехет пулнă хыççăн эпĕ ачасемпе тата вĕрентекенпе сывпуллашса Сĕнтĕре таврăнтăм.
Ялта 1882 çулта уçнă земство шкулĕ ĕçлет. Священник мана çак шкула çитсе курма сĕнчĕ. Вĕренекенсем икĕ ушкăна пайланнă, хĕрачасем вуннăнччĕ. Учительница, Хусанти учительсем хатĕрлекен земство шкулĕнчен вĕренсе тухнăскер, пĕлÿ саккинченех шкула лекнĕ. Вăл чăвашла пачах та пĕлмест. Ачасемпе мĕнле пĕр чĕлхе тупаять- ши вăл; Сĕнтĕрти ачасем чиркÿре чиперех юрлаççĕ-ха, çапах та Вăрмарсенех çитеймеççĕ. Паллах, Константин Ефимов пек вĕрентекен пулсан питĕ лайăхчĕ. Чăвашла пĕлмен учительница вырăнти халăхпа калаçаймасть, тĕн урокĕсем ирттереймест, тăван чĕлхепе пичетленнĕ кĕнекесене вуласа параймасть. Тен, çавăнпах-и, Сĕнтĕрти шкула халăх питех килĕштермест. Вăрмарсен ку тĕлĕшпе телейĕсем пурах çав».