04 августа 2012 г.
Августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа шкулсене, ача сачĕсене, ачасем çÿрекен ытти вĕренÿ заведенийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне йышăнас тапхăр пуçланчĕ. 2012-2013 вĕренÿ çулĕнче Вăрмар районĕнче 5 вăтам, 12 тĕп, 1 пуçламăш шкул – ача сачĕ ĕçлет, вĕсенче пурĕ 2601 яхăн ача вĕренĕ.
Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ системине модернизацилемелли мерăсен шайĕнче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ, Кивĕ Вăрмарти вăтам, Урнарти, Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче юсавпа строительство ĕçĕсене пурнăçланă. Федераци бюджетĕнчен 5283,4 пин тенкĕ тата район бюджетĕнчен 1320,850 пин тенкĕ уйăрнă. Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проект шайĕнче кăçал Энĕшпуçĕнчи вăтам пĕлÿ паракан тата Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама 2000,0 пиншер тенкĕ уйăрнă. Юсавпа строительство ĕçĕсене пур шкулсенче те «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ пурнăçлать.
Шкулсене, ача сачĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне ятарлă комисси çирĕплетнĕ графикпе йышăнать. Шкулсенче «пĕрремĕш сентябрь» шăрши килет тейĕн.
Комисси членĕсем пĕрремĕш кун 5 вĕрентÿ заведенине çитсе унти лару-тăрупа, çĕнĕ вĕренÿ çулне еплерех хатĕрленнипе паллашрĕç. Хăйсен ĕçне вĕсем «çăмăл алăран» - Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан пуçларĕç. Унăн директорĕ С.Антонов хăй тĕслĕхĕпе ĕçе чунтан парăнса ĕçленине çирĕплетет. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе шкул çивиттине, пĕтĕмпех мар пулин те, укçа-тенкĕ çитнĕ таранччен улăштарнă, шалти туалетсене евро шайĕнчи юсав тунă, хими кабинечĕ валли опытсем тумалли ятарлă оборудование те хăй аллипе ăсталанă вăл. Кабинетсем те таса, вĕренекенсене кĕтеççĕ.
Ача сачĕсем те шăпăрлансене кĕтсе илме хатĕр. Акă «Колосок», «Березка» ача сачĕсене тĕрĕсленĕ май комисси членĕсем кунта илемлĕ, хăтлă, тирпейлĕ, ачасем валли пур условисем те пуррине палăртрĕç. Заведующисем, воспитательсем ĕçе чунтан юратса пурнăçлани, пур çĕрте те вĕсен çепĕç алли пурри курăнать. Çавăн пекех комисси членĕсем А.Федоров ячĕллĕ спорт шкулне çитсе кунта туса ирттернĕ юсав ĕçĕсемпе паллашрĕç (кунта çĕнĕ душевойпа туалетсем вырнаçтарнă), çитменлĕхсене пĕтермеллине палăртрĕç. Ачасен Вăрмарти ÿнер шкулĕ те вĕренекенсене йышăнма хатĕр, кунта тĕрлĕ калăпăшлă юсав ĕçĕсене пурнăçланă.