04 августа 2012 г.
Пĕр паллă кинофильмра «Шывсăр унта та кунта та кайма çук», – тесе юрлатчĕ ăна пичкепе турттаракан. Халь киле шыва пичкепе турттаракан сахал, вăл ытларах пăрăхсем тăрăх артезиан çăлĕнчен килет. Ăна уçлама вара насус кăна мар, башньă та кирлĕ.
Эçпепепе Кивĕ Шулхан ялĕсем хушшинче вырнаçнă шыв башни вăхăт иртнĕçемĕн кивелсе пынă май икĕ кÿршĕллĕ ялта пурăнакансем Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров йĕркелесе пынипе ăна çĕнетес енĕпе «Нимелле» юсав ĕçĕсем ирттерчĕç. «Ниме» тенĕрен, укçине те ку тăрăхра пурăнакансем хăйсемех пуçтарнă. Тĕрлĕ ĕçсем туса ирттернĕ кунта - шыв кранне вырнаçтарнă, башня тавра тытнă кирпĕч стенана çĕнĕрен юсаса çирĕплетнĕ, çивиттине витнĕ.
Ĕçсем мĕнле пулса пынипе паллашма район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тата строительствăпа обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕ А.Тихонов та пынă, Эçпепепе Кивĕ Шулхан харсăрĕсене пархатарлă ĕçшĕн тав тунă.
Кÿршĕллĕ икĕ ялта пурăнакансем пĕрремĕш хут кăна мар ĕнтĕ нимелле тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. Нумаях пулмасть Кившулхансем «Павар» çăл куçа юсани çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕсенче çырнăччĕ. Строительство материалĕсем туянма пĕтĕмпе 7 пин тенкĕлĕх - Л.Зарубина пулăшу панă. Каярах ăна Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте çветит тунă.
Кĕтеснерсен тытса пыракан чăвашсен авалхи йăлине - «Нимене» ытти ял тăрăхĕсенче те сарсан аванччĕ.