04 августа 2012 г.
Августăн 2-мĕшĕнче халăха социаллă пулăшу паракан Вăрмар районĕнчи Центр ĕçченĕсем Кĕтеснер ял тăрăхне çитсе курчĕç. Çак тĕл пулу: «Ырлар-ха «иккĕмĕш çăкăра», унран хакли нимĕн те çук» темăпа иртрĕ. Асăннă мероприятие Центр ĕçченĕсем тата культура ĕçченĕсемпе пĕрле ялти вулав çуртĕнче йĕркелерĕç. Пуçтарăннисене Илья пророк кунĕ ячĕпе саламлама Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров сăмах илчĕ. Уява малалла тăсса Центр ĕçченĕсем çак уяв пĕлтерĕшĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç, тупмалли юмахсем пачĕç, сăвăсем каларĕç. Кĕтеснер библиотекин заведующийĕ С.Скворцова çĕр улмипе çыхăннă кĕнеке, пахча çимĕç выставки хатĕрленĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» историне витĕмлĕрех ялти Культура çурчĕн директорĕ Л.Ломоносова каласа пачĕ. Ку уява ытларах килте социаллă пулăшу илсе тăракан ватăсем, инвалидсем те хаваспах хутшăнчĕç. Çак ушкăнран чи ватă çынсенчен пĕри А.Сергеева пулчĕ. Ăна хисеплесе Центр специалисчĕсем Вăрмар районĕн спонсорĕсенчен пĕчĕк парне парнелерĕç.
Уяв вĕçĕнче ĕлĕкхи йăлана сума суса ял специалисчĕсем хăнасене «иккĕмĕш çăкăрпа» хăналарĕç.