АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăрусен çыхăнăвĕ сумлă профессие малалла тăсать

04 августа 2012 г.

Раççей патшалăх аталанăвĕнче чукун çул пысăк вырăн йышăнать. Вăл предприятисен экономикин ыйтăвĕсене хăвăрт татса пама пултарать. Çав вăхăтрах чукун çул ĕçченĕсен социаллă тивĕçĕ те пĕлтерĕшлĕ - вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан çынсене çывăхлатаççĕ.

«Раççей чукун çулĕсем» акционерсен уçă обществин Горькинчи управленийĕн дирекцийĕн Вăрмарти станцийĕн ĕçченĕсем пуйăссен çÿревĕн хăрушсăрлăхне çирĕплетессипе, пассажирсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессипе тăрăшса вăй хураççĕ. Унăн пуçлăхĕ Любовь Николаевна Доронина палăртнă тăрăх, станцие çĕнетессипе, чукун çул линийĕсем çинче пуйăссем пĕр кăлтăксăр çÿреччĕр тесе чылай ĕçсем пурнăçлаççĕ. Вăл çавăн пекех хальхи вăхăтра чукун çул отраслĕ вăйлă аталанса пынине, çавна май çĕнĕ вокзалсем (вĕсенчен пĕри - Вăрмар поселокĕнче) уçăлнине каларĕ. Унпа пĕрлех асăннă отрасльте кашни кун ырми-канми тăрăшакансене те ырăпа палăртса хăварчĕ. Акă вĕсем: ПЧ-19 номерлĕ Канаш дистанцийĕн çул-йĕрĕн мастерĕ В.Ефремов, чукун-çул çинче бригадир пулса вăй хуракан В.Михайлов, сигнализаци станцийĕн аслă электромеханикĕ Н.Димитриев (вăл çак ĕçре 20 çул ытла вăй хурать, пархатарлă ĕçшĕн «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ), Энĕшпуç станцийĕн З.Германова, Л.Миронова дежурнăйсем, çыхăну енĕпе тăрăшакан В.Иванов механик, П.Сарапаев механик, багаж йышăнакан В.Краснова, Вăрмар станци дежурнăйĕ Е.Васильева. Чукун çул ĕçченĕсене профессиллĕ уявпа саламланă май вĕсем умри тĕллевсене пахалăхлă пурнăçлама ăнăçу сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика