04 августа 2012 г.
Августăн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ тĕл пулура районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкернĕ.
Калаçу вăхăтĕнче промышленноçпа ял хуçалăх отраслĕсене малалла аталантарас, район экономикине инвестицисем хывас, пурăнмалли çурт-йĕр хăпартас, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелес, вырма ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттерес тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Чăваш Ен Пуçлăхне М.Игнатьева районти лару-тăрупа паллаштарнă, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă.