01 августа 2012 г.
Паян Чăваш Республикин прокуратурине йĕркеленĕренпе 90 çул çитет. Чăваш Автономи облаçĕн прокуратурине туса хурас ыйтăва чи малтанах Автономи облаçĕн юстици канашĕн I съездĕнче çĕкленĕ. 1922 çулхи майăн 28-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри тĕп ĕç тăвакан комитет йышăнăвĕпе саккунсене пурнăçланине тĕрĕслесе тăрас, преступленисем тунине хирĕç тăрас тĕллевпе çĕршывра прокуратура органне туса хунă. Чăваш Автономи облаçĕнче, вара çак тытăма тепĕр икĕ уйăхран - августăн 1-мĕшĕнче - çирĕплетнĕ.
Прокуратура органĕн ĕçĕ-хĕлĕнче паянхи кун тĕлне чи тĕп тĕллевсенчен пĕрисем çыннăн прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлесси, обществăпа патшалăх интересĕсене хÿтĕлекен саккуна мĕнле пурнăçласа пырассине тĕрĕслесе тăрасси, право хуралĕн системинче вăй хуракансен ĕçне координацилесси пулса тăраççĕ.
Паллă куна районти прокуратура ĕçченĕсем начар мар кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. Хамăр умра тăракан тĕллевсене пурнăçласа кăçалхи пĕрремĕш çур çулта саккуна пăснă 481 тĕслĕх тупса палăртнă: 103 право акчĕ пирки хирĕçлев тăратнă, суда 176 искпа ыйтса çырни (пĕтĕмпе 1850 пин тенкĕлĕх) ярса панă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен 169 ертÿçи пирки представленисем тăратнă, вĕсем тăрăх 135 çынна дисциплинарлă явап тыттарнă, административлă йĕркене пăснăшăн 33 çыннăн та саккун умĕнче явап тытма тивнĕ.
Исксемпе ыйтса çырнисен ытларахăш пайĕ граждансен социаллă прависене хÿтĕлессипе çыхăннă. Судсене ярса панă 176 ыйтса çырнисенчен 172-шĕ çак ыйтупа пулнă. Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи 1 номерлĕ миравай суд участокне çитернĕ 50 ĕç ĕç укçине вăхăтра тÿлеменнипе çыхăннă (пĕтĕмпе 166 пин тенкĕ шыраса илнĕ). Çул çитмен ачасемпе çамрăксен интересĕсене хÿтĕлесе судсене 52 ыйтса çырни - 1684 пин тенкĕлĕх - тăратнă. Çак суммăн ытларах пайĕ алиментсем тÿлеменнипе çыхăннă. Оперативлă шырав, дознани тата малтанхи тĕпчев ирттерекен органсем мĕнле ĕçленине те тимлесех тăнă. Саккуна пăснă хăш-пĕр тĕслĕхсене вăхăтра тупса палăртса çак йăнăшсене çийĕнчех тÿрлетнĕ. Район тата миравай судсенче кăçалхи пĕрремĕш çур çулта уголовнăй - 63 тата гражданла ĕç 54 пăхса тухнă. Асăннă кăтартусем район прокурорĕ Е.Краснов, унăн заместителĕ Г.Демьянов, прокурорăн аслă пулăшуçи Ю.Никифоров, А.Филиппова пулăшуçă, А.Максимова специалист, Д.Никулин водитель тăрăшуллă ĕçленинчен килнĕ.
Чăваш Республикин прокуратурине йĕркеленĕренпе 90 çул çитнĕ май районти пур прокуратура ĕçченĕсене, ветерансене саламласа çирĕп сывлăхпа телей, çемьере хăтлăх, ĕçре çитĕнÿсем сунатăп.