01 августа 2012 г.
Халăха кирлĕ чи пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсене йĕркелес ыйтусене ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Вăрмар район администрацийĕ тĕрĕслесех тăраççĕ. РФ Правительствин 15.07.2010 çулхи 530 номерлĕ Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ чи кирлĕ таварсен уйрăммăн сутмалли хакĕсене тата хаксене хăйĕн шайĕнчен ÿстерсе ямалла мар таварсен переченьне хатĕрленĕ.
Çак йышăнупа килĕшÿллĕн 2010 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа кашни эрнерех Вăрмар поселокĕнчи «Вăрмар», «Викинг», «Марс», «Гермес», «Колосок», Чупайĕнчи «Заходи» лавккасенче социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсен мониторингне ирттереççĕ. Çавăн пекех Вăрмар тата «Пасар» ял хуçалăх коопераци пасарĕсенчи суту-илÿ вырăнĕсенче тăтăшах апат-çимĕç хакĕсен мониторингне ирттереççĕ. Кашни эрнерех мониторинг ирттерес тата социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсене сăлтавсăрах ÿстерсе ярассинчен сыхлас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн «Ĕçлĕ ушкăн йĕркелесси çинчен» 02.09.2010 çулхи Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн райадминистрацинче ĕçлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Çак ушкăн ларăвĕсенче тавара ваккăн сутмалли хаксене йĕркелес, хаксен хушма пайĕсемпе усă курас, социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕçсен рынокра çирĕпленнĕ хакĕсене анализ тăвас ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Унăн черетлĕ ларăвĕ июлĕн 24-мĕшĕнче иртрĕ. Лару умĕн ушкăн членĕсем поселокри суту-илÿ вырăнĕсене çитсе курчĕç (ÿкерчĕк çинче). Пĕр тĕрлĕ апат-çимĕçех темиçе тĕрлĕ хакпа сутăнать. Хăш-пĕр лавккасенче предпринимательсем ваккăн тавар сутассипе хушма тÿлевсене 20 процентран та ÿстерсе янă. Акă 700 грамм таякан «Орловский» хура çăкăр «Викинг», «Мария -1», «Все для вас», «Майя», «Радуга», «Орион» лавккасенче 14 тенкĕ, «Гермесра» – 13 тенкĕ те 50 пус, «Марс», «Выбор» лавккасенче – 15 тенкĕ тăрать. Сахăр песукĕ «Выбор», «Майя», «Марс» лавккасенче 32 тенкĕ тăрать. «Вăрмар», «Викинг», «Все для вас» лавккасенче – 33 тенкĕ, «Мария-1», «Орион» лавккасенче – 35 тенкĕ, «Анишра» – 36 тенкĕ. Чи йÿнни вара «Березка» лавккара, кунта 31 тенкĕ. Мониторинг результачĕсем тăрăх суту-илÿ предприятийĕсен руководителĕсемпе, сутуçăсемпе социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕçĕн хакĕсене еплерех йĕркелемелли правилăсене ăнлантарса панă. Район администрацийĕн сайтĕнче «Мониторинг цен» баннер уçнă, унта курттăммăн туянмалли хаксем çинчен пĕлтерекен информаци пур. ЧР экономика аталанăвĕн министерствинче «вĕри лини» телефонĕсем ĕçлеççĕ: 62-12-52, 62-82-23.