01 августа 2012 г.
Июлĕн 28-мĕшĕнче Пинерте хăпартакан пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр строительствин министрĕ М.Янковский çитсе курнă. Министерство ячĕ хăйех мĕн ĕçĕпе ĕçлени çинчен каланă май район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа, унăн заместителĕпе - строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕпе А.Тихоновпа, Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе В.Шуйскийпе «Çÿлти Кинчер - Вăтакас» автоçул мĕнле шайра пулнине тишкернĕ. Ку пĕрре те ахаль мар, çĕнĕ шкул 160 ачана йышăнĕ, чылайăшне вĕсенчен шкул автобусĕсемпе çывăх ялсенчен турттармалла пулĕ. Ачасен сывлăхĕ вара чи малти вырăнта пулмалла, çавăнпа та 2 километра яхăн тăсăлакан çула туса пĕтерес ыйту çивĕч тăрать.
ЧР Министрсен Кабинечĕн майăн 24-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çак ыйтăва пурнăçлама, район бюджетĕнчен уйăрнă хушма укçапа пĕрле, 16838,105 тенкĕ тăкаклама палăртнă.