28 июля 2012 г.
Йĕрке хуралĕнче тăракансен ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ. Çынсен интересĕсене хÿтĕлесе кăçалхи 6 уйăх хушшинче РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн следстви уйрăмĕ 66 уголовнăй ĕç пăхса тухнă, 21-шне вĕçленĕ, район судне 20 ĕç ярса панă, 8 уголовнăй ĕçе пĕрле пĕрлештерсе тĕпченĕ, 21 ĕçе пăхса тухма чарса лартнă. Июнĕн 30-мĕшĕ тĕлне пăхса тухмалли 9 ĕç юлнă пулнă. Пур уголовнăй ĕçсем пирки те профилактика ĕçĕсем ирттерес енĕпе представленисем тăратнă, вĕсем тăрăх тивĕçлĕ хуравсем илнĕ.
Суда ярса панă пур ĕçсемпе те айăплисем тивĕçлĕ наказани илнĕ. Мĕн калас килет-ха юлашкинчен: саккуна ан пăс, саккун вара сире яланах хÿтĕлеме хатĕр.