АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортăн вăрăм ĕмĕрĕ

28 июля 2012 г.

Июлĕн 22-мĕшĕнче Раççейĕн 1-мĕш телеканалĕпе 101 çулти Фауджа Синх индуса кăтартрĕç. Вăл Лондон хулинче Олимп вăййисен çулăмне чĕртнĕ çĕре хутшăннă.

Синх 1911 çулта Инди çĕршывĕнче çуралнă. Пурнăçра ытларах çĕр ĕçĕпе тăрмашнă. 1992 çулта Лондон хулине ывăлĕ патне пурăнма куçнă. Вăл ниçта та вĕренмен, вулама, çырма пĕлмест. Мĕн çамрăкран табак туртман, эрехе сивленĕ, чупма юратнă. Лондонра, ывăлĕ вилсен, унăн пурнăç кичемленсе çитнĕрен, чуна кантарма вăрăм дистанцисене чупма пуçланă. Пĕр паллакан тренер сĕннипе вăл марафонра чупма килĕшнĕ. 2000 çулта, 89 çула çитсен, пĕрремĕш хут Лондон марафонĕнче дистанцие 6 сехет те 54 минутра чупса тухнă. Çакăн хыççăн ун çинчен тĕнчипех пĕлнĕ, хаçатсенче çырма пуçланă. 2003 çулта Синх Торонто марафонне татах та хăвăртрах (5 сехет те 40 минутра) чупса тухнă.

2004 çулта «Адидас» фирма Синха хăйĕн рекламин тĕп çынни туса хунă. Фирма паракан укçан ытларах пайне вăл спонсор пулса çынсене парса пулăшать. 2011 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче Канадăри Торонто хулинче 100 çулти Синх марафона (42 çухрăм та 195 метр) 8:11:06 çеккунтра чупса тухнă. Çав вăхăтран çĕр чăмăрĕ çинче 100 çулти çын марафон чупса тухни пулман. Çак марафонра пурĕ 3855 çын финиша чупса çитнĕ. Вăл юлашки пулман, пиллĕкĕшĕ финиша ун хыççăн çитнĕ. Официаллă документ пулманнипе Синх результатне рекордсен Гиннесс кĕнекине кĕртеймен. Синх хăйĕн 100 çулхи юбилей кунĕ тĕлне, 11 çул хушшинче, 8 марафона хутшăннă. Юбилей ячĕпе ăна Аслă Британи королеви Елизавета II саламланă. Синха сăнаса тăракан тухтăр пĕлтернĕ тăрăх унăн сывлăхĕ çирĕп, юн çаврăнăшĕ йĕркеллĕ. Малалла та марафон дистанцине тухма пултарать. Эпĕ халĕ 73 çул анчах тултаратăп, çавăнпа та çак паллă спортсмен çулне çитсе малалла та тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнас кăмăл пысăк.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика