28 июля 2012 г.
Июлĕн 26-мĕшĕнче районта «Единая Россия» партийĕн Вăрмар районĕнчи вырăнти уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ.
Унăн ĕçне ЧР Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительствипе вырăнти хăй тытăмлăх, регламент, депутат этикин комитечĕн председателĕ, партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов, партин регионти ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи тивĕçĕсене пурнăçлакан А.Гурьев, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Г.Васильев, А.Разумов тата ытти яваплă çынсем хутшăннă. К.Никитин «Единая Россия» партийĕн Вăрмар районĕнчи вырăнти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ пулнă май 2011 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи июлĕн 25-мĕшĕччен парти лартнă тĕллевсене мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Хускатнă тĕп ыйтусенчен пĕрисем РФ Патшалăх Думине тата ЧР Патшалăх Канашне суйлав мĕнле иртнĕ пирки пычĕ. Çавăн пекех партин вырăнти уйрăмĕн контрольпе ревизи комиссийĕн председателĕ А.Дмитриев отчет туса пачĕ. Пренире тухса калакансем те йышлă пулчĕç. Вĕсен шутĕнче Шăхальти, Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕсем А.Мирошкина, А.Кузьмин, Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, «Слава» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ В.Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем - Г.Васильев тата А.Разумов. Конференцире çавăн пекех «Единая Россия» партийĕн Вăрмар районĕнчи вырăнти уйрăмĕн секретарьне суйлас ыйтăва та пăхса тухрĕç. Делегатсем ытларах сасă парса Константин Владимирович Никитина суйларĕç. 15 çынран тăракан политканаш, контрольпе ревизи комиссийĕн членĕсене, партин Чăваш уйрăмĕн XIX-мĕш конференцийĕн делегачĕсене суйланă.