АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕкленет пĕлÿ çурчĕ

28 июля 2012 г.

Пинерте çуралса ÿснĕ Олимп чемпионĕ В.Соколов ячĕллĕ 160 ача вырнаçмалăх пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула хăпартас ĕç кунран кун малалла пырать. Час-часах кунта ĕçлĕ планеркăсем иртеççĕ, тĕрлĕ шайри пуçлăхсем строительство ĕçĕсемпе кăсăклансах тăраççĕ, кулленхи ыйтусене, сиксе тухакан йывăрлăхсене сÿтсе яваççĕ.

Хальхи вăхăтра никĕс ярса пĕтернĕ. Шкулăн цоколь пайне хăпартаççĕ. Çав вăхăтрах çĕнĕ шкул территорийĕнче 2 автомашина вырнаçмалăх гараж тата котельнăй тăвас ĕç пырать. Кунта Г.Смирнов, В.Романов, А.Груздьев, В.Коротков, Д.Иванов, Г.Васильев каменщиксем тăрăшулăх кăтартаççĕ. Ĕçе йĕркелесе пыма, вăхăтра кирлĕ материалсемпе тивĕçтерме, рабочисене ертсе пыма та пĕлмелле. Ку тивĕçе Юрий Геннадьевич Васильев прораб пурнăçлать. Тĕп ĕçсĕр пуçне ытти ĕçсем те тупăнсах тăраççĕ. Акă автомашина прицепĕнчен тулли цемент миххисене те пушатмалла. «Стадион тума çĕре якататпăр», – пĕлтерет Юрий Геннадьевич. И.Андреевăпа С.Иванован та хăйсен тĕп специальноçне – штукатур-маляр ĕçне – пуçăнма вăхăт çитеймен-ха. Хальлĕхе вĕсем никĕс хывма чавнă шкул айккинчи тăпрана айккине сапаласа якатаççĕ.

Аса илтеретпĕр: строительство ĕçĕсем «Проектный институт «Суварстрой проект» тулли мар яваплă общество хатĕрленĕ проект тăрăх пулса пыраççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ĕçлĕ çул-çÿревпе Вăрмар районĕнче пулнă май çĕнĕ шкулăн пĕрремĕш кирпĕчне хурса хăварнă. Ун чухне вăл Пинерсемшĕн шкул туни паллă пулăм пулнине палăртса хăварнă, хăй вăхăтĕнче Пысăк Енккассинчи шкула хăпартассине хăй çине илнĕ «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕн опытне кура çак шкула та палăртнă вăхăт тĕлне туса пĕтерессе шаннине пĕлтернĕ. Шанăçне пĕрре тÿрре кăларнă строительство организацийĕ ку хутĕнче те хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçласса шанатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика